Çураки çывхарса пырать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:39 Просмотров: 264

Хĕвел кунран кун ăшшăнрах пăхать. Шурă юрĕ ирĕлме васкать. Çураки те çывхарать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов пĕлтернĕ тăрăх, аграрисем кăçал çурхи ака-суха ĕçĕсене 29793 гектар çинче туса ирттерме палăртаççĕ, çав шутран тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 17991 гектар йышăнĕç. Çуртрисене 12915 гектар акма палăртнă.

Пĕлтĕр хура çĕре 5076 гектар шуратса хăварнă. Каламалла, кăçал техника культурисем 1501 гектар, çĕрулми 317 гектар, пахчаçимĕç 10 гектар, выльăх апачĕлĕх культурăсем 9973 гектар йышăнĕç.

Лайăх тырă – пулас тухăç никĕсĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, акмалли вăрлăхăн 88 проценчĕ кондициллĕ. Пур хуçалăхра та вăрлăх çителĕклĕ. Пулас тухăç никĕсне ака стандартне тивĕçтерес тесе аграрлă предприятисенче звеносем ĕçлеççĕ.

Çĕр пулăхне ÿстерессипе те тăрăшаççĕ. Çак вăхăт тĕлне минераллă удобренисене 2924,8 тонна (планпа палăртнин 95 проценчĕ) кÿрсе килнĕ.

Çĕр лаптăкĕсем усăсăр выртмалла мар. Вячеслав Горбунов райадминистрацире эрнесерен иртекен планеркăра кăçал ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 919 гектар çĕре çаврăнăша кĕртме палăртнине пĕлтернĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика