Çуркуннене хаваслăн кĕтсе илчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:40 Просмотров: 214

Шăматкун районта хĕле анлăн ăсатрĕç. Çак ятпа Вăрнарта хаваслă уяв йĕркелерĕç.

Вăл концерт программипе, конкурс-вăйăсемпе, спорт тупăшăвĕсемпе пуян пулчĕ. Поселокри шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсем уява хăйнеевĕрлĕ кулинари шоувĕпе пуянлатрĕç. Хĕле ăсатни Çăварни тухса кайнă кунпа тĕл килнĕ май ача сачĕсен палаткисенче, паллах, тĕп вырăнта икерчĕ пулчĕ: çупа, хăймапа, вăлчапа, ашпа, варенипе, пылпа, кăмпапа çиме сĕнчĕç вĕсем пухăннисене. Ку çимĕçе вырăнтах пĕçерекенсем те пулчĕç, çавăнпа та таврана сарăлнă тутлă шăршă ирĕксĕрех палаткăсем енне утма хистерĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов саламларĕ. Пурне те çурхи кунсем çитнĕ, тавралăх чĕрĕлнĕ ятпа саламласа пур ĕçре те ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл кăçалхи паллă пулăмсем – Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи тата Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейĕсем – пирки те аса илтерчĕ, вĕсен йĕркипе районта та мероприятисем анлă иртессине каларĕ.

Уява килнисем концерт пăхса, спорт тупăшăвĕсене хутшăнса савăнчĕç. Калинино райповĕн суту-илÿ ĕçченĕсем шашлăкпа сăйларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика