Чĕрĕ-сывă тупăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:50 Просмотров: 228

Вăрманта çухалнă çамрăка районти йĕрке хуралçисем Çĕмĕрле районĕнче тупнă.

Вунпиллĕкри арçын ача коррекциллĕ шкул-интернатра вĕренет, канмалли кунсене вара яланах килте, ирттернĕ. Пĕчĕкрен вăрман çумĕнче ÿснĕрен çутçанталăк ытамĕнче уçăлса çÿреме кăмăлланă вăл. Çулĕсене-вырăнĕсене те лайăх пĕлнĕ, хăраман. Хальхинче те, иртнĕ вырсарникун, юратнă йыттине пĕрле йыхăрнă та, арçын ача вăрманалла çул тытнă. Тĕттĕмленме пуçласан амăшĕ пăшăрханма тытăннă: кăнтăрлах тухса кайнă ывăлĕ çук та çук. Тата телефонĕ те килте юлнă иккен.

«Ача çухални çинчен полицин «Вурнарский» пайне 19 сехет иртсен хыпарланă. Вырăнти йĕрке хуралçисене пурне те тÿрех «тревогăпа» çĕкленĕ. Каçхи вăрманта пĕччен ачана темле инкек те кĕтĕ – хăвăртрах шырав ĕçĕсене йĕркеленĕ. Вĕсем патне МЧС сотрудникĕсем, «Лиза Алерт» шырав организацийĕн волонтерĕсем те йышлă хушăннă. Темиçе ушкăна пайланса вырăнăн-вырăнăн шыранă», – пĕлтерет Шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби.

Çамрăк çухалнă вырăна чи малтан çитекенсем – полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Фирсов ертсе пынă ушкăн. Унпа пĕрле уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхĕ Станислав Николаев, Виталий Яковлев инспектор-кинолог, Александр Михайлов участокри уполномоченнăй ача йĕрĕсемпе вăрмана кĕнĕ. Вăл утнă çула йĕрлесе пыма полицейскисене Пани служба йытти те пулăшса пынă. 15 километр ытла хыçа хăварсан, ирхине 4 сехет тĕлнелле, полицейскисене çул Çĕмĕрле районĕнчи Пĕнер ялне илсе тухнă. Ун урамĕсенче те йĕрсене чылай асăрханă вĕсем. Шăршă «илнĕ» Пани овчарка та арçын ача çывăхрах пулнине кăтартнă. Ятпа чĕннине илтсен кĕçех çамрăк хăй те полицейскисене хирĕç тухнă.

«Пире курсан арçын ача çав тери савăнса кайрĕ. Ăна, телее, тахçан çул пулнă вырăнпа утни ытлашши çĕтсе кайма паман, çынсем пурăнакан вырăна тухма пулăшнă. Юрать, тата ача пĕччен пулман. Юратнă йытти пăрахса хăвармасăр тăршшĕпех пĕрле пынă», – теççĕ çамрăка шыраса тупнă йĕрке хуралçисем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика