Хĕр вăрлани...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:52 Просмотров: 280

Ку авалтан пыракан йăла иккен. Уйрăммăнах иртнĕ ĕмĕрччен Кавказри, казах, кăркăс халăхĕсем хушшинче анлă сарăлнă пулнă. Хаçат-журналсем тăрăх, Раççейре те Атăл тăрăхĕнчи мăкшăсем, тутарсем, чăвашсем пурăннă вырăнсенче 50 çул каялла пулнă тĕслĕхсем чылай.

Халĕ çак йăла пĕтсе пырать ĕнтĕ, мĕншĕн тесен хĕр вăрлани саккуна пăсни шутланать, çакăншăн 4 çул таран тĕрмене те лекме пулать. Çапах та ытларах чухне хĕре вăрланин тĕп сăлтавĕ хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ авланас текен каччăна тиркенипе çыхăннă. Çавăн пек чух хĕрпе каччă килĕшсе татăлса хĕре «вăрланă» пек туса пĕрлешеççĕ те, тепĕр темиçе кунтан ашшĕпе амăшĕн килĕшсе пил памалли кăна юлать.

Хĕр вăрланă тĕслĕхсене писательсем, драматургсем, поэтсем, кинорежиссерсем те хăйсен ĕçĕсенче кăтартаççĕ. Сăмахран, А.Островскин «Женитьба Бальзаминова» пьесинче, М.Лермонтовăн «Герой нашего времени» романĕнче тата 1967 çулта экрансем çине тухнă пурте юратса пăхакан «Кавказская пленница» фильмра, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çырнă «Хурă çăкăр» романĕнче, Н.Айзманăн 1955 çултанпа паян кунчченех театр репертуарĕнче тăракан «Кай-кай Ивана» мыскараллă спектаклĕнче те хĕр вăрланипе çыхăннă ĕçсем тĕп вырăнта тăраççĕ.

Манăн та хĕр вăрланипе çыхăннă темиçе тĕслĕхпе паллашма тÿр килчĕ. 1964 çулта техникумран практикăна ярсан, хальхи Элĕк районĕнчи Мăн Этмен ялĕнче пĕр кинемей патне хваттере вырнаçнăччĕ. Ун чухне ку ял Етĕрне районне кĕнĕ. Кил хуçи çулĕсем чылай пулсан та питĕ правурччĕ. Ун патне юнашар ялтан алри ачаллă çамрăк хĕрарăм час-часах пырса çÿретчĕ, кинемей ун пирки тăванĕн арăмĕ тесе ăнлантарнăччĕ. Пĕррехинче кинемейпе радиопа паракан «Кай-кай Ивана» спектакле итлесе лараттăмăр, тăванĕн çамрăк арăмĕ та пырса кĕчĕ. Хĕр вăрлани çинчен калакан сцена патне çитсен йĕрсе ячĕ те тухса кайрĕ. «Мĕн пулчĕ ăна, мĕншĕн йĕрсе тухса кайрĕ?», – терĕм. «Эпир ăна икĕ çул каялла манăн тăван валли вăрласа килнĕччĕ, çав ĕçе эпĕ те хутшăннăччĕ», – хуравларĕ кинемей. «Судпа айăпласран та хăрамарăн-и?» – тетĕп. «Манăн пуçра ун чухне пĕр шухăш кăна пулнă: çак хĕре вĕçертес марччĕ, тăванăн арăмĕ тăвасчĕ. Халĕ, акă, чиперех пурăнаççĕ, ачи те пур», – терĕ кинемей.

Çавăн чухне хĕр вăрласси спектакльсемпе киносенче кăна мар, хальхи пурнăçра та пулать иккенне пуçласа илтнĕччĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Елчĕк район ачипе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Вăл каласа панă тăрăх, вĕсен тăрăхĕнче хĕр вăрлас йăла 70-мĕш çулсенче те пулнă иккен. Унран илтнĕ пĕр мыскара вара паян кун та асра. Унăн авланман юлташĕ тата Совет Çарĕнче хĕсметре тăракан тетĕшĕ – прапорщик – пулнă. Пĕррехинче, прапорщик отпуска килсен, çамрăксем пуçтарăнса вăл таврăннине паллă тунă вăхăтра хайхи çар çыннин пуçне хăй кайиччен шăллĕне авлантарас шут пырса кĕрет, çавна май ялти пĕр хĕре çав каçах вăрлама шутлаççĕ. Каланă – тунă. Клубран таврăнакан хĕре çул çинче кÿлнĕ лашапа кĕтсе тăрса çуна çине хурса каччă килне вĕçтереççĕ. Çамрăксене сĕтел хушшине кĕртсе лартсан хĕр сасартăк турткалашма, макăрма, сĕтел çинчи турилккесене пеме пуçланă. Ăна ирĕксĕрех кăларса яма тивнĕ. Тепĕр кунне клубра çав хĕрпе каллех тĕл пулсан: «Сана ĕнер мĕскер пулчĕ, çуна çине ларнă чухне турткалашмарăн, каччă килне те хăв урупах утса кĕтĕн?» – терĕмĕр. «Эпĕ офицерĕ валли вăрларĕç тесе шутланăччĕ», – хуравланă хĕр.  

Нумаях пулмасть пульницăра выртса тухма тиврĕ. Палатăра выртакансенчен пĕри Елчĕк районĕнченччĕ. Калаçнă май эпĕ вĕсен енче час-часах пулнине, унти юлташсене аса илсе пĕр чĕлхе тупрăмăр, вĕсен йăли-йĕркисене те аса илтĕмĕр. Асăннă историе те каласа патăм. «Кунта ним тĕлĕнмелли те çук, – терĕ палатăри юлташ, – эпĕ хам та мăшăра вăрласа арăм тунă». Тĕплĕнрех каласа пама ыйтсан, хаваспах килĕшрĕ. «Ку ĕç 1965 çулта пулнăччĕ. Эпĕ куç хывнă хĕр Елчĕкре пĕр предприяти кантурĕнче ĕçлетчĕ, анчах унпа пĕрре те калаçса курман. Вăл тимлекен предприятире çывăх юлташ шоферта ĕçлетчĕ. Пĕррехинче юлташпа кавар турăмăр, куç хывнă хĕре каçхине вăрлама шут тытрăмăр. Иксĕмĕр ГАЗ-51 машинăпа хĕрĕн килĕ енне кайрăмăр, эпĕ кăшт маларах анса юлса йăмра хыçне пытантăм, юлташ хĕр пурăнакан киле кĕрсе кайрĕ. Лайăх илтетĕп: юлташ амăшĕнчен хĕрĕ ăçтине, мунчара иккенне пĕлсен хăвăртрах чĕнсе тухма ыйтать. Юлташ манăн пулас мăшăра ăна предприяти директорĕ халех лартса килме хушни, хуçан ыран васкавлăн Шупашкара каймалла пирки кирлĕ хутсем хатĕрлемелли çинчен суйрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вăрлас тенĕ хĕрпе юлташ машина кабинине кĕрсе ларчĕç. Эпĕ пытаннă йăмра тĕлне çитсен машина чарăнчĕ те кабинăна хĕрпе юнашар кĕрсе вырнаçрăм. Хамăн пуçра пĕр шухăш: ГАИ çыннисен куçĕ умне кăна лекес марччĕ, вара кĕçĕр авланасси пулмасть. ГАЗ-51 машинăн кабинине виççĕн ларма юраман вĕт-ха. Турра шĕкĕр, киле чиперех çитрĕмĕр, тăвансем те пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ. Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ, пĕрле лайăх пурăнатпăр, çак хушăра пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах та каламан. Çурт-йĕр çавăртăмăр, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтертĕмĕр», – каласа пачĕ палатăри юлташ. «Эсĕ кабинăна кĕрсе ларсан машина Елчĕк еннелле мар, сирĕн кил патнелле çаврăнсан хĕрĕ турткалашмарĕ-и?» – тетĕп. «Çук, турткалашмарĕ, эсĕ ларсанах нимĕнле кантура та каймалла маррине, мана килтен суйса илсе тухнине чухласа илтĕм, аса илетчĕ мăшăрăм», – пулчĕ хурав.  

Тепĕр тĕслĕх вара хам çуралса ÿснĕ ялта – Пăртасра – пулса иртнипе çыхăннă, ун çинчен пурăннă чух апай каласа панăччĕ. Ку ĕç иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пулнă, вăл икĕ çамрăкăн чăн-чăн юратăвĕпе çыхăннă. Шалтикасра Санюк ятлă питĕ илĕртÿллĕ хĕр пурăннă, унăн пĕр-пĕрне чунтан юратакан Çерук ятлă каччи пулнă. Вĕсем мăшăрланса пĕр çемьепе пурăнасси пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах пĕр каçхине вăййа тухнă Санюка Кирук ятлă тепĕр каччă тусĕсемпе вăйпах лартса каять. Темиçе кун Санюка читлĕхри кайăк пек урама кăлармасăр, куçран пач вĕçертмесĕр усраççĕ. Çăл çырмара пулнă пирки, Çерук пырса хăтарасран хăраса, шыв патне те пĕччен яман. «Кирук амăшĕ манăн кукамайпа кумаллă пулнăран ăна та чĕннĕ пулнă, çавна май, эпĕ те, пиллĕкри хĕрача, Санюк акай шыв ăсма кайнă чух ăна хураллакансем хушшинче чупса çÿреттĕм», – аса илетчĕ апай. Санюкăн каччине – Çерука – унăн амăшĕ те килĕштернĕ, паллах, хĕрĕпе çакăн пек пулса тухнишĕн чĕререн куляннă, хăнана чĕнсен та Кируксем патне кайман. Унăн пуçĕнче пĕр шухăш кăна пулнă – Санюка хăтарса Çерукпа пĕрлештерсе хĕрне телейлĕ тăвасси. Çав тĕллевпе милицие евитлемесĕрех мĕн тумаллине шутласа тупать. Вĕсен тĕлĕпе иртсе пыракан Кирукăн тăванĕнчен çапла каласа ярать: «Старикпе шутларăмăр та, Санюк шăпипе килĕшес терĕмĕр, кĕрĕве кĕрсе калăр, паянах Санюкăн тăхăнмалли япалисене килсе илччĕр, темиçе кун хушшинче кĕписем те хуралса кайрĕç пуль. Ыран вара старикпе хамăр та пырăпăр». Çакăн хыççăн хăйсем патне Çерука чĕнсе илет те чăлана кĕртсе лартать. Санюк амăшĕ ĕнентермелле каланă сăмахсем хăйсен ĕçне тăваççĕ – каçалапа Санюкпа Кирук кĕпе-тумтир илме тесе килеççĕ. Амăшĕ Кирука пÿртре кĕтме хушать. «Япалусем чăланта, хăвна мĕн кирлине кĕрсе ил», – тесе Санюка Çерук ларакан чăлана кĕртсе ярать те питĕрсе илет. «Пуçна çиес темесен старик вăрмантан таврăниччен халех тухса шăвăн!» – тесе Кирука хăваласа кăларса ярать.

Икĕ юратакан чĕре хăвăртах пĕр чĕлхе тупаççĕ, Çерук килне тарма шутлаççĕ. Санюксен анкартийĕ вăрман çумне тухнипе усă курса, К.Ивановăн «Нарспи» поэмăри пек каçхи вăрман хÿттипе ялăн тепĕр пуçĕнче вырнаçнă Çерук килне чиперех çитеççĕ. Санюк тинех хăй тăнăçлăхрине туйса илет. Кирукпа юлташĕсем пырасран та хăрамалли çук ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Çерукăн чăмăрĕ мĕнлине ялти каччăсем лайăх пĕлнĕ. Çакăн хыççăн Çерукпа Санюк мăшăрланса, пурăна-киле хÿхĕм кил-çурт çавăрса пилĕк хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ, ялти хисеплĕ çынсен шутне кĕреççĕ. Вĕсене те, ачисене те эпĕ лайăх астăватăп.  

Виçĕмçул пĕр кĕрнеклĕ, вашават та кăмăллă маттур çамрăкпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Пĕр чĕлхе хăвăртах тупрăмăр. Калаçнă май хайхискер Çерук пичипе Санюк акайăн мăнукĕ пулни палăрчĕ. Вăл, эпĕ унăн аслашшĕпе асламăшне кăна мар, ватă кукашшĕпе кукамăшне те çывăх пĕлнине илтсен, вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрĕ, çавăнпа пĕрлех аслашшĕпе асламăшĕ пирки ытларах пĕлесшĕн пулчĕ. Вăл вĕсен çамрăк чухнехи пăтăрмахĕ пирки кăшт пĕлет иккен. Çапла, Санюка киревсĕр йăлапа вăрласа арăм тума тăрăшнă, анчах юрату туйăмĕ вăйлăрах пулнăран савнă каччи хĕр шăпине хуçма паман. Çакăнта асăннă сăнарсен ячĕсене улăштарнă.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика