Пегаспа – Парнас тăрне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:53 Просмотров: 257

Владимир Кузьминăн çĕнĕ кĕнекинче пĕтĕмĕшле Чăваш енри çыравçăсен – сăнарлă сăмах ăстисен, писательсен, этем чунĕн инженерĕсен тертлĕ те мыскараллă пурнăçĕ.

Автор пултарулăх сакки çинче нумай хаçат-журналта саваланнă, маларах Вăрнар «литодромĕнче» вĕçнĕ, ку енчи виçĕ район тавралăхне сăнанă, сăнарланă – Вăрнар, Элĕк, Йĕпреç енĕсен паллă-чаплă çыннисем унăн очеркĕсен, кĕнекисен геройĕсем пулнине куратпăр, вăл юлташлă-туслă пулнă писательсемпе – хамăрăн ентешсемпе – тепĕр хут курнăçса тĕл пулнăн тĕплĕнрех паллашатпăр, Вăрнар, Йĕпреç хаçачĕсен хĕрÿ вучахлă лаççисенче туптаннă вăхăта таврăнатпăр («Юхать чернил шывĕ», «Хрущев çулĕ», «Пуласлăх çăлкуçĕ сиплĕ», «Ленин çулĕпе», «Йĕпреç шкулĕ – пурнăçри çĕнĕ шкул» тата ытти те). «Шупашкар çулĕ те такăр мар» – кунта автор республикăри тĕп хаçат-журналти паллă публицистсемпе, халăх писателĕсемпе çумăн ĕçленĕ кунсемпе çулсем.

Вл. Кузьминăн сатира жанрĕпе калăпланă кĕнекисем нумай. Кулăшсем, шÿтлĕ калавĕсем, фельетонсем, памфлетсем «Сиккипе Парнас тăрне» улăхнисем пайтах («Кулăш тĕнчи вĕçĕ-хĕррисĕр анлă», «,çри тус-юлташа епле-ха манăн» тата ытти сыпăксем).

Парнас тăрне Пегаспа кĕнекене питĕ çăмăллăн вуласа улăхатпăр. Чăваш эзопла калаçать те – култарать, ахăрттарать, шухăшлаттарать. Хальччен ниçта тĕл пулман фотоÿкерчĕксем самана карчĕсене палăртаççĕ, пĕлмен-курман çынсемпе паллаштараççĕ.

Вулакансене Владимир Кузьминăн ку кĕнекери пĕр хайлавĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Михаил ВАСИЛЬЕВ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика