Пархатарлă кунçул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:56 Просмотров: 251

Лидия Алексеева ĕмĕрĕпех, 32 çул ытла, Вăрнарти хими за-водĕнче тимленĕ. Рабочирен пуçласа смена пуçлăхĕ, смена мастерĕ таран ÿснĕ. Вунă çул ытла ĕç хăрушсăрлăхĕн техникин ертсе пыракан инженерĕ пулнă.

Лидия Алексеева 1973–1978 çулсенче 20 процентлă Немагон цехĕн смена мастерĕнче вăй хунă. ,çне кура хисепĕ. Лидия Анатольевна «Професси енĕпе чи лайăх рабочи»(1965) ята, «11-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ»(1982) палла тивĕçнĕ.

1990-мĕш çулсенче заводра ĕç укçи вăхăтра тÿлемен, анчах та йывăр саманана ĕç çыннисем тÿссе ирттерме пултарнă, пĕр тĕллевпе тăрăшнă, ырă малашлăха шаннă.

– Паллах, хальхи вăхăтра заводра ĕç условийĕсем питĕ лайăх. Астăвасса, эпир пĕрчĕллĕ чĕртавара хутран хатĕрленĕ михĕсене тултарнă чухне ытлашши продукци тăкăнатчĕ те цех тăршшĕпех вĕçетчĕ. Тусан фасовщицăсен ĕç вырăнĕсенче те тăратчĕ, – терĕ Лидия Анатольевна.

Вăл пĕрле тăрăшнă хастар ĕçченсене ырăпа асăнать. Вĕсем – А. Салахов, И. Николаев, С. Михайлова аппаратчиксем, Ю. Казанков электрик, Г. Алексеева, Н. Хисамутдинова фасовщицăсем, М. Федорова лаборант тата ыттисем.

3-мĕш сиенлĕ производство цехĕнче продукцин çĕнĕ тĕсĕсене ĕçе кĕртсе пынă, ассортимент пуянланнăран ĕç çыннисене укçа енчен хавхалантарнă.

Лидия Алексеева 1975 çулта хими промышленноçĕн инженерипе техника ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура çĕнтернĕ, çавна май вăл Украинăри Калуш хулине çитсе курнă. Лидия Анатольевнăна хаклă парнепе чысланă.

– Кăтартусене лайăхлатас тата малта пыракан смена пулас тесе эпĕ ĕç çыннисене 3–4 профессине вĕрентеттĕм. Ĕç дисциплини те çирĕп пулнă, – палăртрĕ Лидия Алексеева.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн 1989 çулта Лидия Алексеева «Заводăн ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Сиенлĕ ĕçре тимленĕрен 45 çулта пенсие тухнă, апла пулсан та малалла тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ те хими заводĕнче нумай çул вăй хунă. Г.Алексеев вунă çула яхăн коммерци ыйтăвĕсемпе тимлекен директорăн заместителĕнче ĕçленĕ. Вăл та «Заводăн ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçнĕ пулнă.

– «Август» Фирмăн, унăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ертÿлĕхĕ тăрăшнипе заводра вунă çул ытла ĕçленисем ятарлă пенси илсе тăраççĕ. Ку вăл тивĕçлĕ канурисемшĕн пысăк пулăшу, – çирĕплетрĕ Лидия Анатольевна. – Александр Усковпа Владимир Свешникова ертÿçĕсене çирĕп сывлăх сунатăп.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика