«Август» шанăçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:57 Просмотров: 345

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ шкул ачисем хушшинче хими предмечĕпе ирттернĕ «Надежда «Августа» олимпиадине 8–11-мĕш классенче вĕренекен 60 ытла ача хутшăнчĕ.

Ăс-хакăл тупăшăвĕн заданийĕсене Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн преподавателĕсем хатĕрлеççĕ. Пирĕн специалистсенчен чылайăшĕ кунтан вĕренсе тухнă.

Вĕренекенсене çивĕч тупăшу умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, заводăн тĕп технологĕ Марина Кострюкова, социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров саламларĕç. Паянхи вĕренекенсем, хими предметне юратакансем, заводăн, пĕтĕмĕшле – çĕршывăн хими индустрийĕн пуласлăхĕ пулнине каларĕç.

Конкурс заданийĕсене пурнăçлама ачасене икĕ сехет уйăрчĕç. Вĕренекенсем вĕсем йывăррине, анчах та Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадинчен кăшт çăмăлрах пулнине палăртрĕç.

Конкурсантсем апатланнă, наукăпа производство центрĕнче, 181-мĕш цехра, полимерлă тарăсен цехĕнче, склад çурчĕсенче пулнă вăхăтра учительсем, завод сотрудникĕсем вĕсен ĕçĕсене тĕрĕслерĕç.

Акă – кĕтнĕ самант: çĕнтерÿçĕсене палăртни. 8-мĕш классем хушшинче малти вырăнсене Карина Филиппова (Вăрманкас шкулĕ, учителĕ Елена Егоровна Рыжова), Александр Никитин (Вăрнарти 2-мĕш шкул, учителĕ Вера Алексеевна Золина), Анатолий Никитин (Пăртас, учителĕ Елена Егоровна Рыжова) тухрĕç.

9-мĕш классенчен ăс-тăнпа çивĕччисем: Дарья Иванова (Вăрнарти 2-мĕш шкул, учителĕ Людмила Петровна Прокопьева), Ярослав Тихонов (Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул, учителĕ Алина Геннадьевна Капитонова), Дарья Петрова (Вăрманкас, учителĕ Елена Егоровна Рыжова).

10-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче химие чи лайăх пĕлекенсем: Никита Маслов (1-мĕш вырăн) тата Ксения Исакова (3-мĕш вырăн) – Вăрнарти 1-мĕш шкул, учителĕ Инна Вячеславовна Иванова, Евгения Скворцова – Вăрнарти 2-мĕш шкул, учителĕ Вера Алексеевна Золина.

11-мĕш класра вĕренекенсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем: Дмитрий Никитин тата Инесса Александрова (Вăрнарти 2-мĕш шкул, учителĕ Людмила Петровна Прокопьева) тата Арина Игнатьева (Çĕрпел шкулĕ, учителĕ Марина Витальевна Васильева).

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене мартăн 29-мĕшĕнче заводăн 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе районти культура çуртĕнче иртекен уявра чыслĕç.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика