Кĕнеке мĕнле çуралать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:57 Просмотров: 264

Ольга Австрийскаяна (Иванована), хамăр ентеше – Пăртас хĕрне, вулакансем аван пĕлеççĕ.

Çамрăк автор, Чăваш кĕнеке издательствин художество литературин редакторĕ çак кунсенче Вăрнарта пулнă, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе тата районти тĕп библиотекăра вулакансемпе курнăçнă.

Техникумри «çавра сĕтелре» писатель çамрăксене хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă, кĕнекисем, творчество çул-йĕрĕ пирки каласа кăтартнă. Ăнăçăвĕ, йывăрлăхĕсем пирки ун патне ыйтусем чылай пулнă. Ольга Никитина студентка ун «Йышăнатăп йăлтах» сăввине вуланă, Дина Козлова чăваш юррипе савăнтарнă.

Тĕп библиотекăра та тĕлпулу ăшă самантсемпе асра юлнă. Тивĕçтерÿ пайĕн ертÿçи Любовь Кадыкова ентеш-çыравçăн литературăри çулĕ пирки каласа кăтартнă. Вулакансем кĕнеке мĕнле çуралнине, çамрăк автора пурнăçра мĕн пулăшса пынине пĕлнĕ. Вĕсем «Палланă палăксем» кĕнеке-вăййа та хаваспах хутшăннă.

Ольга Австрийская вулакансене 2017 çулта «Чăлах пуканесем» кĕнеке парнелерĕ, 2019-мĕшĕнче ун «Чие çеçкене ларсан...» повеçĕ «Кĕтмен юрату» çамрăк авторсен пуххинче пичетленсе тухрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика