Чарусем кĕртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:58 Просмотров: 271

Мартăн 2-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев никотин пысăк виçеллĕ продукцие ирĕклĕ сарассине чаракан икĕ саккуна алă пуснă.

Сăмахран, «Чăваш Республикинче никотин çитерекен электронлă системăсен, электронлă системăсем валли шĕвекĕсен, электронлă системăсем валли никотинсăр шĕвекĕсен суту-илĕвне чакарасси» саккунри улшăнусем никотинлă табаксăр продукцие çула çитменнисем хушшинче сарма чараççĕ. Ку саккуна йышăнни юлашки вăхăтра ачасемпе çамрăксем никотинлă ĕммелли е чăмламалли япаласемпе усă курни ÿснипе сăлтавланнă.

Табак çук изделисен ку тĕсне çамрăксем интернет урлă та, лавккасенче те ирĕклĕнех туянма пултарнă. Анчах вĕсемпе усă курни, никотин дози пысăк пулнăран, пĕрремĕш е иккĕмĕш хутранах «чире» куçать, организма хăрушă наркăмăшлантарать.

«Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни çинчен» саккунри улшăнусем вара яваплăха палăртаççĕ. Уйрăммăн илсен, никотина е табаксăр никотинлă ытти продукцие çитерекен электронлă системăсене çула çитменнисене сутнăшăн кăна мар, ачасемпе çамрăксене вĕсемпе усă курма явăçтарнăшăн та; ку продукцие вĕрентÿпе воспитани, çула çитменнисен аталанăвĕ, вĕсен канăвне йĕркелес, медицинăпа социаллă тивĕçтерÿсем тата социаллă хÿтлĕх енĕпе, ачасемпе çамрăксен спорчĕн, культурăпа искусство сферинче ĕçлекен организацисен пÿлĕмĕсемпе территорийĕсенче, обществăлла транспортра, ача-пăча площадкисенче усă курнăшăн тата сарнăшăн та хушма яваплăх кĕртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика