Асаилÿ хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020 12:01 Просмотров: 101

Вăрçă вăхăтĕнче Кÿлхĕрри ялĕнче 1941 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса 1942 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен хими хĕç-пăшалĕнчен хÿтĕлекен 65-мĕш батальон тăнă.

Аттен йăмăкĕ Анна Григорьевна Григорьева каласа панинчен:

– Эпĕ вăрçă пуçланнă чух сакăр çул тултарман ача пулнă. Пирĕн урамра салтаксем шкул тата пушар хуралĕн çурчĕсенче пурăнатчĕç. Нумайăшне ялта килсем тăрăх вырнаçтарнă. Пирĕн патра икĕ салтак пурăнчĕ. Эпир шăллăмпа кăмака тăрринчен анман та пулĕ. Салтакĕсем урайĕнче çывăратчĕç. Мăнак, апайăн йăмăкĕ, кăмакара чукунпа хупăлла çĕрулми пĕçеретчĕ те урайне лартса паратчĕ. Çав хушăра, таçтан сиссе, урамран тата 4–5 салтак кĕрсе тăратчĕ. Пире валли апат та юлмастчĕ. Салтаксем урамра пысăк хуранпа апат пĕçеретчĕç-ха, çавах та çитмен ĕнтĕ вăл.

Ялта пурăннă вăхăтра пĕр салтакĕ вилнĕччĕ. Ăна Калининăри вăрман хĕрне пытарнăччĕ, вилтăприйĕ çине пĕр юпа лартнăччĕ. Вăрмана сертене кайсан, çав вилтăпри çине çеçпĕл чечекне хунине халĕ те астăватăп.

Тата Миша пичче калани аса килет. Пĕр салтакĕ хăйĕн противогазне тăхăнса пăхнă-ши, çав вăхăтра пилĕк çулхи Йăван шăллăм салтак çине тĕллесе макăрнă, противогазран хăранă вăл. Эпир ун чух вырăсла пĕлмен, салтаксемпе Миша анчах калаçатчĕ.

Михаил Григорьевич Григорьева 1942 çулта вăрçа илнĕ. Ялтан пĕр кунта сакăр çамрăк тухса кайнă, вĕсемпе пĕрле пĕр хĕр пулнă.

Кукамай Сăр хĕрринче окоп чавнă çĕрте шăнса пăсăлать. Тăхăнма сăхманпа çăпата анчах пулнă. 1943 çулта чире кайса вилет. Атте патне амăшĕ вилни пирки çырса пĕлтерме килте никам та хутла пĕлмен. Юлташĕ çырса пĕлтерет, – каласа кăтартатчĕ вăл.

Анна Григорьевна халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, кĕçех 86 çул тултарать. Иртнĕ кунсене аса илсен куççулĕ тухать.

– Апай вилнĕ чух эпĕ 9 çулта, шăллăм 6 çулта пулнă. Пире вара, тăлăхсене, апайăн йăмăкĕ, Катюк акай, пăхса ÿстерчĕ. Тăхăнмалли çукчĕ, тата 1937 çулта ялта пушарсем пулчĕç. Çуртсене юриех чĕртсе янă. Юнашарах виçĕ кил çунчĕ. Ялти халăх ун чух ура сырсах, çăпатасемпех, çывăрнă.

Вăрçă хыççăн та пире, тăлăхсене, çăмăл пулман. Атте çĕнĕрен çурт лартсан пурнăçран уйрăлать. Икĕ ачана колхозра пĕр норма ана паратчĕç...

Кÿлхĕрринче Тăван çĕршыва тăшмансенчен сыхласа пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăк çумĕнче 65-мĕш батальон кунта тăни çинчен Асăну хăми вырнаçтарнă. Батальон ЧАССР халăх комиссарĕсен канашĕн йышăнăвĕпе 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Вăл вăрçă çулĕпе 1945 çулчченех.

Маргарита СЕРГЕЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ