Пуçа усман, хастарлăх чакман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:01 Просмотров: 261

Домна Васильевна Моисеева 1928 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕрекен Пăваялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вĕсем улттăн çитĕннĕ: пĕр ывăл та пилĕк хĕр. Домнăн ашшĕ те, амăшĕ те тăлăх ÿснĕ. Шăпа иккĕшне пĕр çул çине тăратса çемье çавăрма пулăшнă. Пур ачи те тĕрĕс-тĕкел çитĕнсе çитеймен, иккĕшĕ чире пула çамрăклах вилнĕ.

Домна ялти шкулта 4 класс таран кăна вĕренме пултарнă, малалла пĕлĕве тарăнлатайман. Фашизмла Германи Тăван çĕршыва тапăнсан аслă пиччĕшĕпе ашшĕне вăрçа малтанхи кунсенчех илсе кайнă, пĕтĕм йывăр ĕçе çамрăк хĕрачан пурнăçламалла пулнă. Колхозри ĕçсенчен те юлман. Аслă пиччĕшĕ юнлă вăрçăран таврăнайман, унта пуçне хунă. Турра шĕкĕр, ашшĕ киле чĕрех таврăннă. Çулăмлă вăрçă вăхăчĕсем никамшăн та çăмăл пулман, амăшĕн Сăр хĕрне кайма ят тухать. Виçĕ хĕрача ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлаççĕ, пĕринчен тепри пĕчĕкрех. Домна 14 çулта, йăмăкĕсем – 8–11 çулсенче.

Пуçа усса ларма вăхăт çук, çимелĕх çăкăр пултăр тесе вăй-хал пĕтиччен тар тăкмалла пулнă. Хастар хĕрача пĕртăвансене ура çине тăратас тесе тул çутăлнă-çутăлман ыйхăран вăраннă, сĕм çĕрлеччен тăрăшнă.

Питĕ йывăр килнĕ вăрçăпа ун хыççăнхи кунсем, çулсем. Вăйпитти çынсем фронта тухса кайсан çула çитмен ачасен хулпуççийĕсем çине мĕнпур йывăр ĕç тиеннĕ.

– Уй-хирте ĕçлемелле, вăрман касса турттармалла. Машинăсем, тракторсем çук, хамăр лавсем çинчен анса хыçалтан чупса пыни сахал мар пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче колхозсем тунă вăхăтра кил хуçалăхĕнчен сăвакан ĕнене илсе тухса кайнине питĕ лайăх астăватăп. Питĕ йывăр пулчĕ ĕнесĕр тăрса юлма. Пÿрт тулли ача, пĕринчен тепри пĕчĕкрех.

Мĕн кăна курма тÿр килмерĕ пулĕ манăн пурнăçра. Пирĕн, вăрçă ачисен, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçлемелле пулчĕ. Фронтран çырусем чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр, йывăрлăха çĕнтерме пĕтĕм халăх пĕрле кĕрешнĕ. Вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем тÿсĕмлĕхпе, ĕçе юратнипе палăрса тăнă, Çĕнтерĕве çывхартнă.

1944 çулта манăн та вăрçа кайма ят тухрĕ. Пичче, атте фронтра. Анне Сăр шывĕ хĕрринче. Килте пĕчĕк йăмăксем, çавăнпа вăрçа ямарĕç пулĕ тетĕп. Апла пулин те Пĕнер вăрманне ĕçлеме кайма тиврĕ. Питĕ йывăрччĕ ку самантсем. Вăрçă чарăннă хыççăн та нумай ĕçлерĕмĕр. Колхозсене ура çине тăратмалла. Ĕçпе пиçĕхниех ĕнтĕ йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр малалла чыслăн ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Вăрçă тата ун хыççăнхи выçăллă-тутăллă çулсене, вăхăтсене ытлашшипех курмалла пулчĕ. Ачалăх мĕнне те пĕлмерĕмĕр, – аса илчĕ Домна Васильевна.

1951 çулта Домна Васильевна Çĕньял Хапăс каччипе Михаил Моисеевич Моисеевпа çемье çавăрнă. Вĕсен пилĕк ача çуралнă. Мăшăрсем «Санар» колхозра тăрăшса ĕçленĕ. Кĕçех çĕнĕ çурт çĕкленĕ, анчах та савăнăç нумая пыман. Инкек куçа курăнса килмест. Çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса каять. Алăра 3 пĕчĕк ача, татах пÿрт тумалла. 1958 çулта çитнĕ-çитмен вăйпа Моисеевсем тепĕр пÿрт туса кĕнĕ.

Ку та анчах мар, 1974 çулта тата тепĕр пÿрт лартма тивнĕ. Ĕçлемесĕр пĕр кун та ларман. Совхозра тăрăшнисĕр пуçне укçа ĕçлесе илес тесе чукун çул çине юр тасатма çÿренĕ, килте сетка çыхнă. «Пус çумне пус хушса ура çине тăма пуçларăмăр кăна, каллех хуйхă-суйхă пирĕн çума çыпăçрĕ, – терĕ ветеран. – 25 çултах аслă ывăлăм вăхăтсăр çĕре кĕчĕ». 

1995 çулхи нарăс уйăхĕнче Домна Васильевнăн мăшăрĕ чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă, çав çулах авăн уйăхĕнче мăнукĕн чĕри тапма чарăннă.

Пурнăç кустăрми хăвăрт шăвать, иртнине тавăрма çук. Домнăн 45 çулхи ĕç стажĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Яланах малти ретри ĕçченсен йышĕнче пулнă. Уй-хирте те, фермăра та тăрăшнă. Авăн çапнă, лашапа кĕлтесем турттарнă, вăрман ĕçлеме те арçынсемпе пĕрле хутшăннă. ,ç ветеранĕн наградăсем сахал мар. Хушма хуçалăх çирĕп пулнă, выльăх-чĕрлĕх яланах нумай усранă. 92 çула çывхарса пыракан ветеран халĕ те вăй çитнĕ таран кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлать. Çулла чăх-чĕп усрать, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет.

– Хальхи вăхăтра ачасем тăваттăн пурăнаççĕ. Ман пата килсех çÿреççĕ. Çичĕ мăнук, ултă кĕçĕн мăнук. Вĕсем пурри маншăн савăнăç, малалла пурăнма вăй-хал параççĕ, – хавасланчĕ Домна Моисеева. – Манăн 89 çулхи йăмăк та пур, питĕ шел, час-час пĕр-пĕрне кураймастпăр, вăл аякра пурăнать.

Домна Васильевна сăпайлă та тирпейлĕ çын. Пурнăç хавасне çухатман. Хастар ветеран Аслă Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илме ĕмĕтленет.

Тăрăшнине кура мухтавĕ. Нумаях пулмасть Домна Моисеевăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă медальпе чысланă.

А.ФИЛИМОНОВА.   

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика