Хисепре пуласчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:01 Просмотров: 254

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Вăрçăн йывăрлăхне, терт-асапне курман, куççуль юхтарман çемье юлман пулĕ.

Фабрика-заводсенче, уй-хирте, фермăра ачасем те пилĕк авнă, çитĕннисемпе тан çичĕ хут тара ÿксе ĕçленĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулне килнисен çиме çăкăр татăкĕ те çителĕклĕ пулман, çапах та вĕсем тÿснĕ, малашлăх çутă пуласса шаннă.

Ашшĕсемпе пиччĕшĕсем юнлă вăрçă хирĕнче фашистсемпе кĕрешнĕ вăхăтра амăшĕсем ачапчана выçăпа вĕлерес мар тесе тăрăшнă. Хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе уй-хирте çĕрĕк çĕрулми пухнă, ачисене икерчĕ пĕçерсе çитернĕ. Сĕтел çинчен курăк яшки те татăлман.

Ачасем çитĕннисемпе танах хĕвелпе пĕрле ура çине тăнă. Вăрçă хыççăн та вĕсен пурнăçĕ çăмăл килмен, арканнă çĕршыва ура çине тăратмалла пулнă. Халĕ çав ачасем 80–90 çулсенчен иртнĕ ватăсем ĕнтĕ. Акă, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, тыл ĕçченĕсене федераципе республика бюджечĕсенчен укçапа хавхалантарма палăртнине ырламалла. Анчах та мĕншĕн «тыл ĕçченĕ» ята тивĕçмен ватăсене манса кайрĕç-ши? Нумайăшĕ хаяр вăрçăна пула ашшĕсĕр çитĕннĕ. Шутласассăн, пурте Раççей çĕрĕ çинче пурăнатпăр. Апла пулин те хăшпĕрисене тимлĕх сахалрах. Çав вăхăтрах хăшпĕр регионсенче «Вăрçă ачисем» саккуна йышăннă, вăрçă ачисем пурте вырăнти влаç тăрăшнипе пулăшăва çирĕп туяççĕ.

Шел пулин те, умра тăсăлса выртакан ĕмĕр сукмакĕ кĕскелсех пырать. Кĕмĕл çÿçлĕ ветерансен хисепрех пуласчĕ.

Нина ПАРАМОНОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика