Патриотсем ÿсчĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:02 Просмотров: 261

Артем Яковлевич Яковлев 1926 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăрăшкас Хирлеп ялĕнче çуралнă. Шкулта 7 çул вĕреннĕ. Ăна 1943 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Совет çарне илнĕ, уйрăм автополкра вĕреннĕ. 1944–1946 çулсенче 286-мĕш автобатальонра водительте çÿренĕ. 1944–1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Артем Яковлевич «Хĕрлĕ çăлтăр» орден кавалерĕ, вăл пĕрремĕш степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна тĕрлĕ медальсемпе, паллăсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Мăшăрĕпе, Наталия Осиповнăпа, виçĕ ывăл, тăватă хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен «Гвардеец» колхозра водительте ĕçленĕ.

Артем Яковлевич Яковлев 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Чăваш Республикинчи халăха спорта явăçтаракан «Гвардеец» общество членĕсем йĕркеленипе нумаях пулмасть Ярмушкара «Хĕрлĕ çăлтăр» орден кавалерне Артем Яковлевич Яковлева  халалланă «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртнĕ. Курма килекенсем анчах мар, ăмăртăва хутшăнакансем те йышлăн пулнă. Кÿршĕ ялсенче, районсенче, Шупашкарта тата Мускав хулинче пурăнакан спортсменсем пĕр-пĕринпе тупăшнă.

Иртнĕ уйăхра Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче паттăра халалланă курав иртрĕ. Музей экспозицине йĕркелеме Артем Яковлевичăн мăнукĕ, Руслан Владимирович Яковлев, пулăшрĕ. Музей фондне аслашшĕн вăрçăри докуменчĕсем копийĕсене, наградăсен муляжне, вăрçă машинин «Амфибии ФОРД-4» пĕчĕклетнĕ модельне парнелерĕ.

Руслан Владимирович 12 çул Артем Яковлевичăн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ, пĕрле çапăçнă юлташĕсем çинчен материалсем пуçтарнă. Вăл «Мемориал», «Подвиг народа» сайтсенче Йăлтăм ялĕнчи Владимир Степанович Степанов, Мăн Явăшра пурăннă Александр Фадеевич Фадеев, Рункă ялĕнчи Алексей Сидорович Федоров çинчен çырнине шыраса тупнă.

Ярмушкари вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем Артем Яковлевичăн вăрçă вăхăтĕнчи кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Мăнукĕ, Руслан Яковлев, аслашшĕ каласа кăтартнă самантсене аса илчĕ. Шкул ачисене те, курава пухăннисене те асаилÿ саманчĕ кăсăклантарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев истори страницине çĕнетнĕшĕн, шкул ачисене патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн Руслан Яковлева Тав хучĕпе чысларĕ.

Мероприятире Раççей Геройĕ Евгений Германович Борисов (Муркаш районĕ) Чечняра службăра тăнă чухне засадăри саманта аса илчĕ, чуна тивмелле каласа кăтартрĕ. Çакăн пек тĕлпулусем çамрăк ăрушăн пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ.

Лиана ГРИГОРЬЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика