Ял-йыш асĕнчи паттăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:02 Просмотров: 298

Кăçалхи февралĕн 13-мĕшĕнче Венгри тĕп хулине – Будапешта – фашистсенчен хăтарнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак куна паллă туса Мускавра тупăсем персе салют пачĕç.

1944 çулта Гитлер çак хулана хăйĕн аллинче мĕнле те пулин тытса тăрас тесе эсесовецсен элитлă дивизийĕсене кунта куçарнă, хÿтĕлев сооруженийĕсем хатĕрленĕ тата ятарлă «заградотрядсене» тăратнă. 108 кун хушши чарăнмасăр пынă питĕ хаяр çапăçусем çак хула-крепоçшăн. Фашистсем кун пек талпăнса Европăри пĕр хулана та хÿтĕлемен. Ахаль мар ĕнтĕ Будапешта «иккĕмĕш Сталинград» ят панă. 80 пин совет салтакĕн пурнăçĕ татăлнă çак хулашăн пынă хаяр çапăçусенче, 250 пин салтак аманнă.

«Хмелел солдат, слеза катилась,

Слеза несбывшихся надежд.

И на груди его святилась

Медаль за город Будапешт!»

М.И.Исаковский çырнă çак юрă йĕркисене илтсессĕн тÿрех ман ума гварди кĕçĕн сержанчĕн Василий Григорьевич Григорьевăн сăнарĕ тухса тăрать. Хăй вăл вăрçă çинчен нумай каласа пама юратмастчĕ, анчах та Сталинград е Будапешт хулисене аса илсессĕн вара, фронтовикăн куçĕсем шывланатчĕç.

Василий Григорьевич Григорьев 1922 çулта хамăр района кĕрекен Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралнă. 1938 çулта ашшĕпе, Григорий Ильичпа (Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ), Свердловск облаçĕнчи Верхняя Тура районне куçса каяççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çамрăка Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Связистсен курсĕнчен вĕренсе тухсан 1942 çулта Çĕпĕртен Сталинград фронтне лекет. Гварди 48-мĕш минометлă полк йышĕпе çапăçăва кĕрет. «Атăл урлă паромсем каçни, тÿпери нимĕç самолечĕсенчен тискеррĕн шăхăрса анакан бомбăсем шывра сирпĕнни, юханшыв юнпа хутăшса хĕрлĕ тĕс çапни асран тухмасть», – тетчĕ фронтовик.

1943 çулхи февраль уйăхĕнче Ростов облаçне нимĕçсенчен хатарнă чухне Василий Григорьев связист паттăрлăх кăтартать. Вăл вăхăтра пирĕн çарсем наступление тухиччен артиллеристсен пĕрремĕш «ĕçлемелле» пулнă. Анчах та артдивизионпа сăнамалли пункт хушшинче телефон кабелĕ татăлнине пула çыхăну çухалать, снарядсене тĕл пеме координатсем кирлĕ. Приказ илсенех Василий Григорьев маскировкăллă шур халатпа юр тăрăх шуса хирте темиçе çĕртен татăлнă кабеле шыраса тупса сыпать, сăнав пункчĕпе çыхăну йĕркелет. Çакăншăн хăюллă связиста «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăлаççĕ.

84-мĕш полк 2-мĕш Украина фрончĕн ретĕнче (командующийĕ Совет Союзĕн маршалĕ Р.Я.Малиновский) Украина тата Молдова çĕрĕсем витĕр тухса 1944 çул вĕçнелле Венгри территорине кĕрет. Çав çулах октябрь уйăхĕнче Венгри çĕршывĕн тĕп хулине – Будапешта – икĕ енчен хупăрласа илеççĕ.

Будапешт – ĕлĕкхи çав тери хитре пысăк хула. Ăна «Буда» тата «Пешта» ятлă районсене хула витĕр явăнса юхса выртакан Дунай юханшыв икке пайлать. Совет командованийĕ хулана сыхласа хăварас тĕллевпе фашистсене парăнма ультиматум лартать, парламентерсем шурă ялав çĕклесе калаçса татăлма каяççĕ кăна, нимĕç венгрĕсем путсĕр ĕç тăваççĕ – хĕç-пăшалсăр пирĕн парламентерсене ирсĕррĕн персе вĕлереççĕ. Вара 1944 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче хулана пирĕн çарсем штурмлама пуçлаççĕ.

Çакна каласа хăвармалла, 1933 çултанпа Венгри çĕршывĕ Германи союзникĕ пулса нимĕç фашисчĕсене пуренлĕн пулăшнă. 300 пин ытла венгр салтакĕ пирĕн çĕршыва хирĕç çапăçнă, хăйсен тискерлĕхĕпе вĕсем нимĕç салтакĕсенчен те ирттернĕ тесе çыраççĕ историксем. Хăшпĕрисем вĕсенчен 1943 çулта Сталинград ункине те лекеççĕ. 1944 çулта Будапешт хулинче те ятарлă 2-мĕш Венгри çарĕ те пире хирĕç вирлĕн тăнă...

1945 çулхи январьте нимĕç венгрĕсем хулан «Буда» районĕнче пире хирĕç контрнаступлени пуçлаççĕ. 48-мĕш полк командирĕ гварди полковникĕ В.Я.Бреев 241-мĕш артдивизион артиллерисчĕсене фашистсен атакине путарса лартма приказ парать. Сăнав пунктĕнчи пирĕн разведчиксемпе çыхăну çук, телефон кабельне каллех фашистсен снарячĕсем татнă. Тăхтаса тăмасăрах гварди кĕçĕн сержанчĕ Василий Григорьев хăрах аллине автомат тытать, тепĕр аллинче – телефон аппарачĕ. Çурăм урлă связистсен катушкине çакса ярса ишĕлнĕ çуртсем хушшипе кабель туртма пуçлать. Урамсем урлă чупса каçнă чух тăшман пульлисем шăхăрса иртеççĕ, çавах çапăçусенче пĕрре кăна мар «пиçĕхнĕ» Григорьев связист хăйне шаннă ĕçне лайăх пĕлет. Унччен те пулмасть, артиллеристсен расчет командирĕн телефон трубкинче сасă илтĕнсе каять: «Алло, командир юлташ! Илтетĕр-и? Эпĕ ку – кĕçĕн сержант Григорьев, çыхăнăва юсанă». «Маттур, связист!» – командир сасси илтĕнет. Çав вăхăтрах разведчиксем телефонпа пĕлтернĕ координатсемпе пирĕн М-13 (Катюша) реактивлă установкăсенчен вут-çулăм евĕр пĕрин хыççăн тепри снарядсем вĕçтерме тытăнаççĕ. Фашистсем каялла чакаççĕ, вĕсен контрнаступленийĕ путланса ларать. Задание пурнăçланă чух паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеше «Хăюлăхшăн» медаль параççĕ. Будапешт ункинчен фашистсем тухайман, нумайăшĕ тыткăна лекнĕ.

Будапешт хулинче тата тепĕр тискер ĕç тунă фашистсем: хулан пĕр кварталĕнче ятарласа «еврейсен геттоне» йĕркеленĕ, вĕсене пурне те (еврейсене) Освенцим вилĕм лагерьне яма хатĕрленĕ. Совет салтакĕсене пула кăна геттора чĕрĕ юлнă 70 пин еврей вилĕмрен çăлăнать. Историлле архивсене çĕклесен тата çакна вулама пулать: «Хамăр çĕршыв çыннисем вăрçă хыççăн темĕнле йывăр условисенче пурăннă пулин те Будапешта вакунсемпе апат-çимĕç ăсатнă». Тепĕр чух çак фактсене хăшпĕр Европа политикĕсем темшĕн манма тăрăшаççĕ, историлле тĕрĕслĕхе улăштарса çырма хăтланаççĕ. Фашистсенчен хăтарнă совет салтакĕн сумне пĕчĕклетесшĕн...

Василий Григорьев полкпа Альп тăвĕсем урлă каçса Австрин тĕп хулине – Венăна – хăтарнă çĕре хутшăнать, Çĕнтерÿ кунне вара Чехословакире кĕтсе илет. Çак савăнăçлă кун пирки фронтовик çапла аса илетчĕ: «Пире, полкри салтаксене, спирт пачĕç. Пĕрремĕш куркине эпир вăрçăра ĕмĕрлĕхех юлнă хамăр юлташсене аса илсе ĕçрĕмĕр, иккĕмĕшне – Çĕнтерÿшĕн». Василий Григорьевичăн кăкăрне «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем илемлететчĕç.

Василий Григорьев яла таврăнсан кÿршĕ ял хĕрне качча илет. Лидия Федоровнапа пĕрле пилĕк ача çуратса ÿстереççĕ: Галина, Виталий, Слава, Иван тата Николай. Нумай çул ял Советĕнче, кайран «Звезда» колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Василий Григорьевич 1981 çулта çĕре кĕнĕ. Ял-йыш асăнче вăл ĕмĕрлĕх хисепре юлнă.

Кĕçĕн ывăлĕ Николай Афган вăрçи витĕр тухнă. Ялта тата районта иртекен, патриотизмла воспитани паракан мероприятисене яланах хастар хутшăнать, хăйĕн пурнăçри тĕслĕхĕпе пулас ăрăва тÿрĕ кăмăллă пулма, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика