Чи хакли – астăвăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2020, 12:02 Просмотров: 277

2020 çул çĕршывра пурăнакан кашни çыншăн Паттăрлăхпа Астăвăм ячĕпе иртет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптанă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейлă çулĕнче пурин чĕринче те мăнаçлăхпа мухтав туйăмĕ хĕрÿ: кашниех çĕнтерÿçĕ-ăрăва паянхи тăнăç пурнăçшăн тав туса пуç таять. Çакăнпа пĕрлех Астăвăм çулталăкĕнче çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă мĕнпур вăрçă паттăрĕсене те тивĕçлипе сума сăваççĕ. Вĕсене халалласа районта, кашни поселенире, ялта кунсерен тĕрлĕрен мероприяти иртет тесен те йăнăш мар. Культура учрежденийĕсенче, библиотекăсенче тимлекенсем хастар патриотлăх ĕçĕнче.

Акă, нумаях пулмасть Малтикас Ялтăрари библиотекăра ачасене «Аслă вăрçă страницисем» истори сехетне пухнă. Юнлă çапăçу çулĕсем çулсерен хыçала юлса, вĕсене хутшăннисем сахалланса пыраççĕ пулин те, кĕнекесем, палăксем евĕр, Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ, халăхăмăрăн хăюлăхĕпе паттăрлăхне манăçа кăлармаççĕ – çак тĕп шухăшпа йĕркеленĕ мероприятие. Тĕлпулу вăхăтĕнче аслисемпе тан алла пăшал тытса çапăçнă, уй-хирсемпе заводсенче вăй хунă паттăр ачасем çинчен кĕнекесем вуланă. Çавăн пекех ачасем тăшманпа хăюллăн кĕрешсе вăрçă хирĕнче юн тăкнă ентешĕсен сăнÿкерчĕкĕсемпе те мухтанса паллашнă. Библиотека ĕçченĕсем çак асаилÿсем ачасене Аслă Çĕнтерÿ хакне ăнланма, ырăпа тĕрĕслĕхе вĕрентме пулăшнине шанаççĕ.

Нумаях пулмасть çĕршыв хÿтĕлевçисене аса илмелли мăнаçлă, анчах хурлăхлă тепĕр сăлтав пулчĕ. Чечня вăрçинче 90 Псков десантникĕ «776» çÿллĕшре тăшмансен 30 хут пысăкрах йышне хирĕç тăрса паттарлăх кăтартнăранпа 20 çул çитрĕ. Вĕсенчен улттăн кăна чĕрĕ юлма пултарнă тан мар çапăçура. Çак паллă датăна халалласа Малти Ишекри библиотека ĕçченĕ Н.Ефимова та Хăюлăх урокĕнче ачасене ку событисем пирки каласа панă, вĕсем тăрăх ÿкернĕ документаллă фильмпа паллаштарнă. Вăрманкасри библиотекăра вара презентаци майĕпе Астăвăм сехетне, Кÿстÿмĕрти вулав çуртĕнче 11-мĕш класс вĕренекенĕсене явăçтарса Патриотизм сехетне йĕркеленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика