Уяв ячĕпе – чечексем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.03.2020, 12:54 Просмотров: 264

Иртнĕ эрнекун районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем савăнăçлă та çепĕç йăлапа «уяв дежурствине» тухнă. Инспекторсем хĕрарăм-водительсем тытса пыракан автомобильсене кăна чарнă. Çакă ăнсăртран мар – вĕсем çул çине районти автоледисене çуркуннехи чи илемлĕ уявпа саламлама тухнă-çке.

ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Дмитрий Яковлев, Андрей Траковпа Алексей Порфирьев инспекторсем автоледисене поселокăн тĕп площадĕнче, автовокзал çывăхĕнче кĕтнĕ. Чи малтанах, паллах, документсен тĕрĕслевĕ. Хĕрсен ГИБДД сотрудникĕсем чарсан яланхиллех пăлхану туйăмĕ çуралнă, хăшĕ-пĕри йĕркене пăсрăм-ши тесе те шутласа илнĕ пулĕ. Документсене каялла тавăрса паракан инспекторсен аллинче хÿхĕм чечексене курсан вара сăнĕсем сисмесĕрех йăл кулăпа çиçме тытăннă. «Мĕнпур ГИБДД ĕçченĕсем сире Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе сывлăх, телейпе юрату сунаççĕ, – ăшшăн саламланă инспекторсем автоледисене. – Çул çинче яланах тимлĕ пулăр, хăрушсăр çÿрĕр».

Хĕрсем ку акци хăйсемшĕн кĕтменлĕх пулнине пытарман. «Çул-йĕр инспекторĕсенчен саламсемпе чечексем йышăнма питĕ кăмăллă пулчĕ. Унччен те йĕркене пăсман, малашне вара пушшех те правилăсене çирĕп пăхăнса çÿрĕпĕр», – теççĕ вĕсем.

«Мартăн 8-мĕшĕ – кашни киле» акцие малалла тăсса районти йĕрке хуралçисем тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ĕçтешĕсене те уявпа саламланă. Полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн кадрсем енĕпе тимлекен помощникĕ Лилия Забирова тата ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Дмитрий Яковлев хĕрарăм-ветерансем патне киле çитнĕ. Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннипе пĕрлех вĕсене чечексемпе тата парнесемпе савăнтарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика