Чăваш еншĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.03.2020, 12:59 Просмотров: 266

Çĕршыв тĕп хули – Мускав – 850 çул тултарнине анлăн уявланă çĕре манăн та хутшăнма тÿр килнĕччĕ.

1997 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускав юбилейне уявлассине пĕлтерсе Раççей Правительстви пуçарнипе РФ Ял хуçалăх министерстви хушу кăларнăччĕ: çĕршыври пур регионсен те, çав шутра Чăваш Республикин те, агропромышленноç комплексĕн çитĕнĕвĕсене тата вырăнта туса кăларакан апат-çимĕç продукцине тĕп хулара уçăлакан ятарлă куравра кăтартмалла. Чăваш енрен делегаци йĕркеленĕ чухне, тĕрлĕ чăваш наци продукчĕсем чылай туса кăларнине тата вĕсен пахалăхне шута илсе, Шупашкарти аш-какай комбиначĕ, спиртпа сĕт-çу завочĕсем, «Акконд» кондитер фабрики тата Çĕнĕ Шупашкарти кăмпа çитĕнтерекен «Агарикус» фирма тивĕçнĕччĕ. Курав Кремльпе юнашар вырнаçнă Манежра уçăлассине, унта Раççейри пур регионсем те хутшăнассине, куракансем хушшинче Мускав çыннисемпе унăн хăнисемсĕр пуçне çĕршыва ертсе пыракансемпе ют çĕршыв представителĕсем те пулассине пĕлтерчĕç, çавăнпа та яваплăха самант та манмалла марри çинчен асăрхаттарчĕç.

Мускава çитсен Чăваш Республикине уйăрса панă лаптăкра курав уçăлнă кун хамăрăн экспонатсене вырнаçтартăмăр. Курав вырсарникун уçăлчĕ. Вăл Раççей шайĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни 6500 тăваткал метрлă Манежа халăх туп-тулли пырса тулсан, тĕркĕшекен çынсем хушшинче Раççей тата Мускав Правительствисен пуçлăхĕсем – В.Черномырдинпа Ю.Лужков тата ыттисем курăнсан палăрчĕ. Чăваш енрен килнĕ ушкăнра республикăн ун чухнехи Президенчĕ Николай Васильевич Федоров та тĕрлĕ министерствăсене ĕçпе кайман вăхăтра пĕрмай тенĕ пекех пирĕнпе пулчĕ. Чăваш Республикин павильонне хирĕç Аçтăрхан облаçĕн павильонĕ вырнаçнăччĕ. Вĕсен кĕпĕрнаттăрĕ те пирĕн пата пырса Чăваш ен продукцийĕпе кăсăкланни асăмра. Манежа кĕрекен çынсенчен урамра черет Хĕрлĕ лапама çити тăсăлнине пĕлтĕмĕр.

Пĕр кунхине сас тухрĕ: Манежа ыран Борис Ельцин килмелле-мĕн. ,ненсех пĕтермерĕмĕр – нивушлĕ çĕршыв пуçлăхĕ çак курава çитсе курма вăхăт тупаять? Тепĕр ирхине Манежа çитрĕмĕр те, эпир кĕрсе тухакан хыçалти алăк умĕнче тимĕр шырамалли аркăсем вырнаçнă. Тепĕртакран ятарлă йытăсем çавăртса пычĕç, анчах Манежра кăлпасси тата тĕтĕмленĕ аш-какай продукцийĕн шăрши сарăлнă пирки вĕсене пилĕк минутранах каялла илсе кайрĕç. Çав кун курава халăха кĕртме пăрахрĕç.

Тепĕр кунне, ирхине 10 сехет тĕлнелле, тĕп алăкра хăйне хÿтĕлекен маттурсем хушшинче Борис Ельцин курăнса кайрĕ. Вăл çутă кĕрен çÿхе пальтопаччĕ, уринче – çуллахи пушмак. Çĕршывăн пур регионĕсенчен те килнĕ çынсем пурте куçĕсемпе Ельцин çине тăрăнчĕç, ара, ман пеккисем ăна çывăхран пуçласа кураççĕ-çке. Пирĕн павильон Манеж варринерех вырнаçнă пирки тĕп алăкран чылай аякраччĕ, ытти облаçсен павильонĕсем умĕнчен иртсен тин çитме пулатчĕ, çавăнпа та хамăр хушăра вăл пирĕн пата çитеймест те пуль, тесе пăшăлтатрăмăр.

Çав самантра пирĕнпе пĕрле тăракан Николай Васильевич Федоров ушкăнран уйрăлчĕ те тÿрех Ельцина хирĕç утса кайрĕ. Президента хÿтĕлекенсем патне çитсен лешсем ун умĕнчен сирĕлчĕç те Ельцин патне ирттерчĕç. Николай Васильевич вара Ельцина хулран тытрĕ те ытти регионсен павильонĕсенчен иртсе тÿрех Чăваш ен павильонне çавăртса пычĕ. Манеж сĕрлесе кайрĕ: «Курăр-ха, чи малтан чăвашсем патне кайрĕ!..» Чăнах та, çĕршыв Президенчĕ куравпа паллашма Чăваш ен павильонĕнчен пуçлани пирĕн кăмăла хăпартлантарчĕ.

Кунта вара тепĕр самант пулса иртрĕ. Калас пулать, кашни региона, çав шутра пире те, продукцие реклама майĕпе Раççей Правительствипе тĕрлĕ министерствăсен ĕçлĕ çыннисене тата ытти курма пыракансене те тутантарса пăхма сĕнчĕç. Çавăнпа-тăр, çĕршыв Президенчĕ килес умĕн çирĕп асăрхаттарчĕç: «Ельцина нимĕнле кучченеç те памалла мар, дегустаци тума та сĕнмелле мар!». Анчах Чăвашран пынă представительсем çак хушăва пăхăнасшăн пулмарĕç. Шупашкарти аш-какай комбиначĕн директорĕ ăна шăрттан парнелеме хăтланчĕ те, Ельцина хÿтĕлекенсем унăн тăснă аллине тÿрккессĕн сирсе парнене çĕре ÿкерчĕç. Çапла вара Ельцина шăрттан парнелесси пулмарĕ. Çак пăтăрмахпа усă курса, «Аккондран» килнĕ йăрă çамрăк менеджер Ельцина икĕ курупка канфет аллинченех тыттарчĕ, ăна хÿтĕлекенсем чарма ĕлкĕреймерĕç.

Шупашкара çитсен тепĕр кунне пире пурне те Правительство çуртне пуçтарса журналистсемпе ятарлă пресс-конференци ирттерчĕç. Б.Ельцин Чăваш ен агропромышленноç комплексĕн ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата вĕсем туса кăларакан продукципе паллашни çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрĕç. Уйрăммăнах кондитер фабрикин менеджерĕ йăрă пулнине палăртса хаçатсем «Шупашкарти «Акконд» фабрикин канфечĕ – Ельцин аллинче» тесе çырчĕç.

Çапла Манежа Борис Ельцин килнĕ чухне пулса иртнĕ ĕç чун-чĕрере хамăр республикăшăн мăнаçлăх çуратрĕ. Ун чухне Раççей Президенчĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх предприятийĕсем туса кăларакан продукцие ытти регионсенчен мала хуни яланлăхах асăмра юлчĕ. Ытти регионсен продукцийĕпе паллашнă май, Ельцин кашнинче тенĕ пекех «кунта кăтартатăр-ха, анчах мĕншĕн вĕсем лавккасенче çук» терĕ пулсан, Чăваш ен павильонĕнче ун пек критика пулмарĕ. Çакнашкал хаклавпа çĕршыв пуçлăхĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕсем тата продукци пахалăхĕ те пысăк шайра пулнине кăмăллăн палăртрĕ.  

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика