Мускавран – Тав хучĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.03.2020, 13:15 Просмотров: 217

Уяв умĕн районти централизациленĕ клуб системин директорĕ Светлана Журавлева Мускавра пулса Раççей Федераллă Пухăвĕн федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко ирттернĕ тĕлпулăва хутшăннă.

Унта çĕршыв субъекчĕсенчен 272 çын килсе çитнĕ. Вĕсем «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программине пурнăçласси тавра йĕркеленĕ ларăва хутшăннă. Ку программа «Демографи», «Сывлăх сыхлавĕ», «Вĕрентÿ» тата «Культура» наци проекчĕсем урлă ĕçе кĕрсе пырать. Валентина Матвиенко «Земство тухтăрĕ» программăн опытне тĕпе хывса кăçалтан яла учительсене те тавăрас ĕç пуçăннине палăртнă. Кунашкал опыт культура тата спорт сферине те кирлине каланă.

Мероприятире Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ умĕн ветерансене тимлĕх уйăрмаллине, вăрçă участникĕсен вилтăприйĕсене йĕркене кĕртмеллине сÿтсе явнă тата ытти те.

Тĕлпулу вăхăтĕнче чыслав та иртнĕ. Культура аталанăвне сумлă тÿпе хывнăшăн тата ку сферăра нумай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн Светлана Николаевна Журавлева Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Пирĕн ентеш чĕрине çавăн пекех православи культурин тата пĕчĕк хуласемпе ялсен йăлисен «София-2020» фестивальне хутшăнни те çĕклентернĕ.

Светлана Чикмякова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика