Вăрнарсем – çĕнтерÿçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:34 Просмотров: 265

Çак кунсенче район спортсменĕсем каллех тĕрлĕ шайри ăмăртусен пьедесталĕсем çине хăпарса савăнтарчĕç.

Мартăн 12–14-мĕшĕсенче хĕрсем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Атăлçи федераци округĕн первенствинче тупăшнă. Турнир Ульяновск хулинче иртнĕ. Вăрнар хĕрĕ Юлия Константинова хăйĕн виçе категорийĕнче пур тытăçуран та çĕнтерÿпе тухнă, ылтăн медале тивĕçнĕ. Наградăпа пĕрлех ăна тепĕр пулăмпа та – Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланипе те саламламалла.

Хурăнсур Çармăс хĕрĕсем те маттур пулнă. Наталья Тихонова кĕмĕл призер пулса тăнă. Эльвира Филиппова бронза медале тивĕçнĕ.

Канмалли кунсенче спортăн ку тĕсĕпех 18 çул тултарман хĕрсем хушшинче Новосибирскра Раççей первенстви пынă. Медальсемшĕн унта Вăрнар район хĕрĕсем те кĕрешнĕ. Мăн Явăшри Екатерина Кошкина 2-мĕш, Вăрнар хĕрĕ Милена Федорова 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика