Раççей чемпионатĕнчен – икĕ медаль

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:34 Просмотров: 439

Ярмушка хастарĕ Надежда Лаврентьева хăвăрт утассипе Раççей чемпионатне хутшăнассине пĕлтернĕччĕ.

Ветерансем хушшинчи çак ăмăрту канмалли кунсенче Пензăра пулнă. Спортсменсем икĕ кун тупăшнă. Пирĕн ентеш 3 километра виççĕмĕш вĕçленĕ. 5 километра иккĕмĕш результатпа утса тухнă.

– Пÿлĕмре утнă ăмăрту уçă сывлăшринчен уйрăлса тăрать. Çавăнпа та çĕнтерÿшĕн вăя ытларах та хывма тиврĕ, – терĕ Надежда Алексеевна.

Медальсемшĕн спортсменка тренировкăсенче те вăйлă пиçĕхет. Ирсерен тата каçсерен кашни кун 6–8 км утать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика