Спорт туризмĕпе – мастер-классем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:34 Просмотров: 398

Спорт туризмĕ районта та вăй илсе пыни куçкĕрет.

Шăматкун ку тĕсе аталантарас тĕллевлĕ шкулсем Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула пухăнчĕç. Кунта вĕсем Чăваш Республикин спорт туризмĕн федерацийĕн ĕçченĕсем йĕркеленипе мастер-классене хутшăнчĕç. Пуçаруçи – Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ.

Мастер-классем умĕн федераци председателĕ Владимир Атачкин спорт туризмĕ ачасенче çивĕчлĕхе, хăюлăха, чăтăмлăха, çаврăнăçулăха аталантарнине палăртрĕ.

Ачасем сакăр ушкăна пайланса спорт туризмĕпе паллаштаракан, скалодрома çĕнме, йăласем çыхма, страхлакан системăна (обвязка) тăхăнма вĕрентессипе, экологипе çыхăннă, мини-ориентировани енĕпе иртнĕ мастер-классене хутшăнчĕç.

Çак хăнăхусем ачасене май уйăхĕнче кирлĕ пулĕç. Ун чухне районта пĕрремĕш хут спорт туризмĕ енĕпе ăмăрту иртĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика