Чăннипех чăваш пикисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:35 Просмотров: 315

Малти Ишекри В.П.Петров (Праски Витти) ячĕллĕ вăтам шкулта «Чăваш пики – 2020» конкурс иртрĕ.

Пуян та тулли программăпа кĕтсе илчĕ шкул библиотекарĕ Н.Н. Григорьева чипер пикесене. Конкурса 4–9-мĕш класс хĕрĕсем ват асаттесен йăлипе, ăшă кăмăлпа, çу пек çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе курма килнĕ хăнасене, ашшĕ-амăшне саламларĕç.

Акă ăçта иккен вăл чăн-чăн тупăшу;! 4-мĕш класс хĕрпĕрчийĕсем хăйсем маттуррине 9-мĕш класс хĕрĕсемпе пĕр тан тупăшса çирĕплетрĕç. Вĕсем юрăра, ташăра, юмахра пĕр-пĕринпе «тĕл пулчĕç». Конкурс вĕçĕнче чăваш апатне пĕçерме пултарнипе тĕлĕнтерчĕç. Мĕн кăна хатĕрлемен пулĕ вĕсем: чăкăт, хуплу, кукăль, çăкăр, хуран кукли.

Конкурса хутшăннă хĕрсем телейлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăн чăваш пикисем! Вĕсем: Яна Никитина тата Вика Петрова (4-мĕш класс), Карина Лукина (5-мĕш класс), Владлена Емельянова (6-мĕш класс), Аня Давыдова (7-мĕш класс), Даша Лукина (8-мĕш класс), Таня Федорова тата Даша Матвеева (9-мĕш класс).

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика