Пулăшăва тивĕçекенсен йышĕ ÿсет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:36 Просмотров: 197

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕнче амăшĕн (çемье) капиталĕн программине аталантарма хушма мерăсем йышăнасси пирки каланăччĕ.

Ку хушусене мартăн 1-мĕшĕнче саккунпа çирĕплетнĕ: çавна май сертификата илме тивĕçлисен йышĕ анлăланать, унпа усă курмалли çĕнĕ майсем çирĕпленеççĕ, программа вăхăчĕ тăсăлать, сертификат хуçисемпе çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме тытăнаççĕ.

Çак улшăнусене уçăмлатас, ăнлантарас тĕллевпе Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пресс-конференцие пухрĕ. Район хаçачĕсен ĕçченĕсем унта Пенси фончĕн районти уйрăмĕсенче йĕркеленĕ видеоçыхăну урлă хутшăнчĕç. Ку программа çемьесене патшалăх енчен кÿрекен çав тери пысăк пулăшу пулнă май, Роза Алексеевна журналистсене çĕнĕлĕхсене май килнĕ таран анлăн тата тĕрĕс çутатма сĕнчĕ. Сăмах май, амăшĕн капиталне илме республикипе 93 пин çемье тивĕçнĕ, вĕсенчен 59 проценчĕ унпа туллин усă курнă ĕнтĕ. Программа ĕçлеме тытăннăранпа Чăваш енри çемьесене федераллă бюджетран 27 млрд тенкĕлĕх пулăшупа хавхалантарнă.

Саккунпа килĕшÿллĕн, программа вăхăчĕ 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Амăшĕн капиталĕпе усă курассин вăхăт тĕлĕшпе чару çук – асăннă дата хыççăн та юрать.

– Кăçалтан пуçласа пулăшу мерисене пĕрремĕш ачашăн та кÿреççĕ: 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн пĕрремĕш пепке çуралнă е усрава илнĕ кашни çемьен амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçме право пур. Унăн виçи – 466617 тенкĕ. Енчен те ку çултан пуçласа çемьене иккĕмĕш ача килет-тĕк, амăшĕн капиталĕ 150 пин тенкĕ ÿсет, 616617 тенкĕпе танлашать. Унччен сертификатпа усă курман пулсан, ку право виççĕмĕш, тăваттăмĕш е ун хыççăнхи ачасем хушăннă çемьесен те пур. Кăçал çут тĕнчене килнĕ иккĕмĕш пепкешĕн сертификат илме ĕлкĕрнисен вара (хамăр районта вĕсем улттăн) пăшăрханма кирлĕ мар: документра унчченхи капитал виçине кăтартнă пулин те вăл заявлени çырмасăрах, автоматизациленĕ йĕркепе пысăкланать. Ку информацие официаллă сайтри гражданинăн уйрăм кабинетĕнче курма е справка илме пулать, – ăнлантарчĕ Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева.

Сăмах май, сертификат парас йĕркене те çĕнетесшĕн – ку тепĕр улшăну. Вăл кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен ĕçе кĕмелле. Малашне документа илме ансатрах: унчченхи пек заявлени çырма тивмĕ. Ача çуралнă хыççăн амăшĕн капиталĕн прави тÿрех, хăйне хăех йĕркеленет. Сертификата парассине е хирĕçлессине Пенси фончĕ ЗАГС-ăн пĕрлехи реестрĕн, амăшĕн СНИЛС-ĕн, патшалăх органĕсенчен ыйтса пухнă ытти сведенисемпе даннăйсем тăрăх йышăнать. Сертификат çинчен мĕнпур информацие амăшĕн Пенси фончĕн сайтĕнчи е Пĕрлехи порталти уйрăм кабинета яраççĕ. Анчах ачана усрава илнĕ тата пепкене Раççей тулашĕнче çуратнă çемьесемшĕн йĕрке малтанхиллех юлать – вĕсен заявлени çырмалла.

Роза Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, çитес çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен сертификата парас ыйтупа унчченхи пек 15 кунта мар, ЗАГС-ран тата ытти ведомствăсенчен сведенисем килнĕ хыççăн 5 кунта йышăну тумалла. Сведенисем тăратакан ведомствăсем те халĕ ыйтусене пĕр ĕç кунĕнче хуравлама тивĕçлĕ.

– Амăшĕн капиталĕпе усă курмалли тепĕр направлени хушăнать: укçа-тенкĕпе сад участокĕнче пурăнмалли çурт лартма юрать. Тĕп условие кăна пăхăнмалла – арăмĕн е упăшкин çĕр çине харпăрлăх прави тата строительство ĕçĕсене тытăнма ирĕк пулмалала.

Çемьесемшĕн саккунпа тепĕр çăмăллăх та кĕртнĕ. Амăшĕн капиталĕпе кредитшăн пĕрремĕш тÿлев хывма е ăна татма заявление Пенси фондне каймасăрах банкрах çырма ирĕк парасшăн. Ку тивĕçтерĕве кÿресси банксемпе Пенси фончĕ хăйсем хушшинче килĕшÿсем çырнă май пурнăçа кĕрĕ, – саккунри тĕп улшăнусене уçăмлатрĕ Роза Кондратьева.

Каласа хăвармалла, амăшĕн капиталĕнчен иккĕмĕш ачашăн уйăракан уйăхсеренхи тÿлевсене те кăçалтан тата ытларах çемье тивĕçме пултарать. Ăна халĕ çулталăк çурăччен мар, ывăлĕ е хĕрĕ виçĕ çула çитичченех илĕç. Паллах, çулсеренех çемье тупăшĕн виçине кăтартмалла. Сăмах май, çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăша шутланă чух пурăнмалли минимумăн икĕ виçине (20268 тенкĕрен пĕчĕкрех) шута хураççĕ. 2020 çулта уйăхсерен куçаракан тÿлев 611 тенкĕ ÿснĕ, 9541 тенкĕпе танлашнă.

Роза Кондратьева ертÿçĕ çавăн пекех пресс-конференцие хутшăннă журналистсен ыйтăвĕсене те туллин хуравларĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика