ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пысăк хака тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020 11:36 Просмотров: 48

Куç курманнисен пĕтĕмлетÿллĕ конференцийĕ Йĕпреçри тĕп библиотекăра иртнĕ.

Унта куç курманнисен республикăри организацийĕн председателĕ Юрий Сергеев, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Наталья Федорова, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи общество председателĕ Галина Мясникова хутшăннă. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе С.Буданова паллаштарнă. Вăл общество членĕсем культурăпа реабилитаци, социаллă йăла, спортпа сывлăха çирĕплетекен мероприятисенче хастар пулнине пĕлтернĕ. Вĕсене хутшăнма майсем туса панăшăн районсен ертÿлĕхне, социаллă тивĕçтерÿсен пайĕсене, библиотекăсене, организаци-предприятисене, çынсене тав тунă.

Тĕлпулура социаллă тивĕçтерÿ органĕсен, Пенси фончĕн представителĕсем те сăмах илнĕ, куç курманнисен обществи кирлĕ ĕç пурнăçланине палăртнă. Ун ĕçне чи пысăк хак панă. Лару вĕçĕнче пултарулăх номерĕсем те пулнă. Йĕпреçри куç курманнисен обществин членĕ В.Мишанина, Ольга Прохорова тĕп библиотекарь сăвăсем вуланă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ