Сыхлăха вăйлатнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:37 Просмотров: 265

Коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханас тата ачасен сывлăхне хÿтĕлес тĕллевпе республикăри вĕрентÿ организацийĕсенче санитарипе эпидемиологи тĕрĕслевĕн мерисене вăйлатнă.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви вĕренÿ заведенийĕсене тата вĕрентÿ управленийĕн органĕсене учрежденисенче дезинфекци мероприятийĕсене йĕркелессине, пÿлĕмсене уçăлтарассине тата тасатассине сăнаса тăрассине вăйлатма сĕннĕ. Çавăн пекех ачасене кабинетсем тăрăх çÿретмесĕр вĕрентессине йĕркелемеллине, ку эрнере çеç мар, шкул ачисен çуркуннехи каникулĕ вăхăтĕнче те пысăк мероприятисене ирттермелле маррине тата экскурсисене тухса çÿремелле маррине палăртнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви коронавирус сарăлнă çĕршывсенчен республикăна таврăнакан граждансем валли «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Чăваш ен çыннисен ют çĕршывран таврăнни çинчен 8(8352)26-14-14 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле. Çавăн пекех Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн «хĕрÿ линийĕ» те ĕçлет. Шăнкăравсене ĕç вăхăтĕнче 8-8352-58-24-48, 58-51-66, ĕç хыççăн, канмалли тата уяв кунĕсенче 8-8352-58-53-11 номерсемпе йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика