Укçана тивĕçĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:38 Просмотров: 224

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри хуласене хăтлăлатассипе çыхăннă пуласлăхлă проектсене сÿтсе явас ыйтупа Раççейри конкурсра çĕнтернĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă.

2020 çулта Чăваш енрен конкурс çĕнтерÿçисен йышне Канаш хули кĕнĕ. Муниципалитет «Вуникĕ çул» проекта хÿтĕленĕ. Вĕсем «Пĕчĕк хуласем» тата «20–50 пин çын таран пурăнакан пĕчĕк хуласем» категорисенче мала тухнă. Улатăр хули «Улатăр – музей хули» проектпа палăрнă. 2019 çулта конкурсра Етĕрне хули мала тухнă, вĕсем «Ăрусене пĕрлештерсе» тирпей-илем кĕртмелли проектпа çĕнтернĕ. Пуçарусене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен трансферт виçипе канашсем 70 млн тенкĕ, улатăрсем 44,5 млн тенкĕ тата етĕрнесем 40 млн тенкĕ тивĕçĕç.

Хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли чи лайăх проектсен пĕтĕм Раççейри конкурсне 2018 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе пурнăçа кĕртме тытăннă.

Кăçалхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин конкурс малалла тăсăлассине тата пулăшу памалли укçа калăпăшĕ икĕ хут – 5 млрд пуçласа 10 миллиард тенкĕ таран – пуласса пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика