ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Чĕресем завод ритмĕпе пĕрле кал-каллăн тапсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020 11:38 Просмотров: 283

Вырсарникун поселок урамĕсенче чылай çынна Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн юбилейлă логотипĕллĕ кепкисемпе, чечексемпе, парнесемпе курма май пулчĕ. Ахальтен мар, шăпах çак кун предприятие йĕркеленĕренпе 90 çул çитрĕ. Çавна май заводра чаплă уяв иртрĕ.

Ветерансем хисепре пулни «Август» Фирмăн филиалĕнчи чылай ырă ĕçрен аван курăнать: хушма пенси уйăрни, тĕлпулусем, экскурсисем йĕркелени... Халĕ те зала йăлтах тенĕ пек вĕсем тултарчĕç. «Кунта ветерансен темиçе ăрăвĕ пуçтарăннă. Эсир завод йĕркелÿçисен, ун йышĕнче пĕрремĕш вăй хунисен хаклăхĕсене малалла тивĕçлĕн тăснă, паянхи кунăн чаплăхне пысăк тÿпе хывнă», – терĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Вăл Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ паян республика экономикин флагманĕ, локомотивĕ пулнине палăртрĕ. «Август» Фирмăн «Пирĕнпе ÿсме çăмăл» девизĕ район, республика аталанăвне хывăнакан мĕнпур ĕçе яр уççăн çирĕплетнине каларĕ. Олег Алексеевич коллектива ăнăçлă ĕçшĕн, социаллă сферăна, спорта, территорисене аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Чи маттуррисем ун аллинчен пысăк наградăсене тивĕçрĕç. Тĕп технологăн уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев тĕп энергетик тата механик пайĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», автотранспорт цехĕн пуçлăхĕ Леонид Галкин «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене илчĕç. 180-мĕш цех аппаратчикне Александр Краснова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе тата ятуллă сехечĕпе чысларĕ.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников тăван предприятин йĕркеленÿпе çĕкленÿллĕ тапхăрĕсене аса илтерчĕ, паянхи кун вăл «Август» Фирма хăвачĕпе малашлăха сулмаклăн утнине палăртрĕ. «Заводăн историйĕ мухтавлă, пуян. Ун страницисене сирĕн, хисеплĕ ветерансемпе завод ĕçченĕсен, ĕç-хĕлĕ çырăнать. Пирĕншĕн эсир кашнийĕ хаклă», – терĕ вăл. Владимир Васильевич пухăннисем патне «Август» компанин ертÿçин Александр Михайлович Усковăн саламлă сăмахĕсене çитерчĕ.

Завод ĕçченĕсене, ветеранĕсене 90 çулхи юбилейпе çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, Сергей Семенов депутат саламларĕç. Вĕсем те пушă алăпа килмен: уйрăм ĕçченсене, завод ертÿлĕхне, коллектива наградăсемпе чысларĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине юридици пайĕн пуçлăхĕ Юрий Анисимов тивĕçрĕ, Тавне – директорăн экономика тата бухгалтер учечĕ енĕпе тимлекен заместителĕ Павел Гладнев тата персоналпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ Игорь Иванов.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев предприяти пурнăç таппипе тан аталанса пынишĕн, Вăрнар поселокне хăтлăх кĕртме пулăшнишĕн, пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнишĕн савăннине пытармарĕ, Вăрнар химикĕсен ĕçне пур енлĕн ырларĕ. Вăл заводра тимлекен тăхăр çынна район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче 750 ытла çын вăй хурать. 20 çул ытларах тăрăшакансене кунта «Заводăн ĕç ветеранĕ» ята пама йышăннă. Уявра чыслă самантра çакнашкал удостоверение тата 23 çынна пачĕç. Унсăр пуçне предприятин обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакан ветерансене те хавхалантарчĕç. «Пирĕн чĕресем завод ритмĕпе пĕрле кал-каллăн тапаççĕ...» – аслă ăрурисен завод ертÿлĕхĕ патне çырнă Тав çырăвĕнчи çак сăмахсем хăйсем ырлăха, хисепе туллин туйнине яр уççăн çирĕплетеççĕ. Тĕрĕссипе, ку йĕркесене паянхи коллективпа та çыхăнтарма пулать. Вĕсен тăрăшулăхне пулах завод тĕллевлĕн пуласлăха утать.

Завод историйĕн кăсăклă самант чылай. Ун кашни страницине çамрăк краеведсем Вера Васильева библиотекарьпе пĕрле уçса пачĕç.

Химиксене Вăрнарти 2-мĕш шкул вĕренекенĕсем те саламларĕç. Сергей Ильин директор тата ун заместителĕ Татьяна Сапожникова предприяти енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшăва туйнишĕн савăнса калаçрĕç, шкул ятĕнчен хăйсен аллипе ăсталанă парнене – завод макетне – парнелерĕç.

Концерт программи те тыткăнларĕ. Заводăн подразделенийĕсемпе цехĕсен творчество коллективĕсем, шкул ачисем чаплă номерсемпе савăнтарчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ