Çĕнтерÿçĕсем паллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:45 Просмотров: 276

Раççей МЧС-ĕ ирттерекен «Неопалимая Купина» конкурс хамăр районта та ачасем чи хастар хутшăнаканнисенчен пĕри пулса тăчĕ.

Çитĕнÿсемпе те мухтанма пултаратпăр: вырăнти çĕнтерÿçĕсем унчченхи çулсенче республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те палăрчĕç.

Конкурсăн тĕллевĕсем вара çав тери пĕлтерĕшлĕ, чи малтанах – ачасемпе çамрăксене вут-çулăмпа асăрхануллă пулма тата инкеклĕ лару-тăрура çăлăнма, хăйсене хÿтĕлеме вĕрентесси. Паллах, ăмăртура пултарулăх пуянлăхне, тĕрлĕ енлĕ ăсталăха кăтартма май пурри те хаклă.

Кăçал та конкурсăн районти тапхăрне ачасем йышлăн хутшăннă. Алĕçĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ, тарăншухăшлăхĕ чăннипех тĕлĕнтерет, хамăр тăрăхри ачасем талантлă, активлă пулнипе мухтанма хистет. Ÿкернĕ-маçтăрланă, ал айĕнчи тĕрлĕрен материалтан ăсталанă ĕçсенчен жюрие чи лайăххисене суйласа илме çăмăл килмен. Апла пулин те уйăх пуçламăшĕнче конкурсăн районти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ, çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă.

Вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче «Илемлĕ ÿнер ăсталăхĕ» номинацире Пăртасри шкулта вĕренекен Кирилл Романов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Анна Никифорова (Санарпуç шкулĕ), Виктория Ким (Кÿстÿмĕр шкулĕ), Александр Охотин (Вăрнарти 1-мĕш шкул). «Декоративлă ĕçлев ÿнерĕ» номинацире икĕ ĕç çĕнтернĕ: Виолетта, Кирилл, Никита Ириковсен (Кÿстÿмĕр шкулĕ) тата поселокри 1-мĕш шкулти Альбина Иванован. Ку шкулти Марат Артемьевăн ĕçĕ вара – иккĕмĕш. Пултарулăхăн техника тĕсĕсенче мала тухнă икĕ ĕç те Кÿстÿмĕр шкулĕнчен тăратнăскерсем: Дмитрий Тимофеевпа Евгений Фадеевăн тата Юрий Антоновăн. Призлă вырăнсене йышăннисем – Андрей Иванов, Денис Ижелеев, Евгений Мурашов (пурте – Пăртас шкулĕнчен).

Чи лайăх ĕçсен авторĕсене малалла республика конкурсĕ кĕтет, ăнăçу сунатпăр..

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика