Раççей чемпионĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:45 Просмотров: 217

Йывăр атлетика енĕпе аслă ÿсĕмрисем хушшинчи ку чемпионат мартăн 12–15-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра иртнĕ.

Унта 30 çултан аслăрах 300 ытла спортсмен хутшăннă. Вăрнарти Андрей Алексеев хăйĕн виçе категорийĕнче штангăна пĕтĕмĕшле 206 кг йăтса 1-мĕш вырăн йышăннă.

Раççей чемпионĕ халĕ 52 çулта. Йывăр атлетикăпа вăл 13 çулта чухне туслашнă. Ку тĕсри пĕрремĕш утăмсене Станислав Евдокимов тренер патĕнче тунă. Çартан таврăнсан ăсталăха Юрий Агилов тренер пулăшнипе ÿстерсе пынă. Юлашки пилĕк çулта кăна ун çитĕнÿсен енчĕкне 26 медаль хушăннă. Тăваттăшĕ – Пĕтĕм Раççей шайĕнчисем: пĕр ылтăн, икĕ кĕмĕл тата пĕр бронза.

Андрей Алексеев «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тăрăшать. Вăл – 5-мĕш разрядлă аппаратчик. Яваплă должноç ăна оборудование тĕплĕн пĕлме, хими компоненчĕсене хутăштарнă чухне дозăсене тĕп-тĕрĕс пăхăнма хистет.

Ĕç хыççăн тренировкăсем валли вăхăт тупать вăл. «Ĕçпе спорт маншăн яланах юнашар пынă. Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл-туйăм çуралать. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулас килет», – тет пултаруллă спортсмен.

Андрей Алексеевăн ывăлĕ те, 13-ри Роман, Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенскер, йывăр атлетикăн тусĕ. Унăн та республика турнирĕсенче çĕнсе илнĕ наградисем чылай.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика