Ырă тĕслĕх пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:46 Просмотров: 256

Ача çут тĕнчене килсен ашшĕ-амăшĕн те пурнăçĕ улшăнать.

Халĕ малтанхи вырăна пепке сывлăхĕ, ун аталанăвĕ тухса тăрать. Вăрттăнлăх мар, çыннăн пуласлăхри ăнăçăвĕ вăл пĕрремĕш кунсенчех мĕнле пурнăç йĕркине хăнăхнинчен килет. Ку вара йăлтах ашшĕ-амăшĕн хулпуççийĕ çине выртать. Вĕсен хăйсен ачисемшĕн пĕрремĕш педагогсем пулнине ăнланса илмелле. Сывă пурнăç йĕркине, тĕрĕс йăласене хăнăхтарасси, ăс-тăнне аталантарасси... – ача сывлăхĕн тĕп никĕсĕ.

Ÿт-пÿ сывлăхĕ

Кунта та ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ кирлĕ. Вĕсен ачара харпăр хăй организмне çирĕплетме хăнăхас йăлана çуратмалла. Мĕнле иртерех – çавăн чухлĕ лайăхрах. Ку ĕçре педагогсем пулăшма пултараççĕ – ачана мĕнле кăсăклантармаллине, сăмахран, вăйă урлă, вĕсем аван пĕлеççĕ. Хускалмалли вăйăсем пĕтĕм организма ырă витĕм кÿреççĕ. Чупни, сикни, кукленмелли хăнăхтарусене туни урасене çирĕплетет, хитре кĕлетке йĕркелет, вăя, çаврăнăçулăха, реакци хăвăртлăхне аталантарать, чăтăмлăха, япаласен çаврăнăшне ÿстерет.

Тулли апатлану

Ачасем чупчăр, хаваслă, хастар, çивĕч тата тем те пĕлме ăнтăлакан пулччăр тесен тĕрĕс те туллин апатланни кирлĕ. Чи кирли – ăна ÿсекен организма кура йĕркелени. Ачасен рационĕнче белок, А, В, С, Д витаминсем, кальци, фосфор, тимĕр, магни, пăхăр аслисеннинчен ытларах пулмалла. Паллах, Менделеев таблицинчи пур элемента та асăнса пĕтерейместĕн. Пĕр сăмахпа, рационта улма-çырла, пахчаçимĕç нумай пулмалла, сĕт, йÿçек сĕт продукчĕсем, пăтăсем, аш, пулă, çавăн пекех пылак çимĕç те усăллă. Анчах консервантсем, красительсем, тутăпа шăршă стабилизаторĕсем хушнă çимĕçе çимелле мар.  

Паллах, апатланăвăн тĕрĕс йĕркине те нимĕн те çитмест, урăхла каласан кашни апатлану хушшинче пĕр пек вăхăта пăхăнмалла.

Психологи аспекчĕ

Ача психологи тĕлĕшĕнчен сывă пултăр тесен ун тавра лăпкă, ырă климат йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Çемьери хирĕçÿсене курни ун кăмăлне япăх витĕм кÿрет. Çавăн пекех вăл тантăшĕсемпе епле хутшăннипе кăсăкланмалла, нумай чухне ача психики пăсăлни юлташĕсем хушшинчи проблемăсемпе çыхăннă. Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлĕ.

Сиен

Ачан сывлăхне сиен кÿрекен факторсем чылай. Çутçанталăк çине витĕм кÿрейместĕн, анчах хăшпĕр аспектсенчен ашшĕ-амăшĕ хÿтĕлеме пултарать. Сăмахран, кранри вĕретмен, фильтрацилемен шыва ĕçме, фастфудсене ытлашши çиме юраманнине ăнлантармалла. Телевизор е компьютер умĕнче икĕ сехетрен ытлашши лармалла мар. Чи кирли: ачана сиенлĕ йăласенчен – кахаллăхран, нимĕнпе те кăсăкланманнинчен, уявлă пурнăç йĕркинчен, чĕлĕм туртассинчен, алкогольтен хÿтĕлемелле.

Притча

Пĕр хресчен хĕллехи вырсарникун килтен тухнă та тин çеç ÿкнĕ йĕр тăрăх утса çывăхри кабакалла васканă. Ăнсăртран вăл хăй хыççăн такам утнине сиснĕ, çаврăнса пăхнă та – ывăлĕ пынине курнă.

«Ăçта каян, шелмĕ;» – сиввĕн кăшкăрнă ашшĕ.

«Эп сан йĕрÿпе пыратăп, атте», – хуравланă арçын ача.

Енчен те ашшĕ-амăшĕсем çылăхлă, усал ĕçсем тăваççĕ пулсан, ачисем те вĕсен çулĕпе каяççĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Мĕн акатăн – çавна туса илетĕн»...

Ачасене упрăр! Сывă пулăр!

Елена МИНАЕВА,

район тĕп больницин медицина психологĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика