Ăс-хакăл тупăшăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:48 Просмотров: 263

Пултаруллă, ăслă-тăнлă, пуçаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе районти «Эрудит» конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ.

Февраль варринче ачасем тĕрлĕ предмет облаçĕнчи теори ыйтăвĕсене хуравласа финала тухассишĕн тупăшнă. Ку чыса çиччĕн тивĕçнĕ.

Финал нумаях пулмасть ача-пăча пултарулăх çуртĕнче пынă. Унта ултă вĕренекен ăс-хакăл вăйне виçнĕ. Хăйсемпе вĕсем пултарулăхĕ урлă паллаштарнă: кам юрланă, кам ташланă, кам сăвăсем вуланă.

«Манăн хобби» мастер-класс вăхăтĕнче хăйсен кăсăкланăвĕ пирки каласа кăтартнă. Пăртас шкулĕнчи Анатолий Никитин, акă, гербари пуçтарать. Вăл конкурсра лауреат ятне илнĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкулти Алина Федорова гимнастикăпа туслă. Вăл «Эрудитăн» бронза призерĕ пулса тăнă. Вăрманкасри Карина Филиппова мăшăр попугайсене епле пăхмалли опытпа паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле вăл 2-мĕш вырăн йышăннă.

Тĕрлĕ категорири ыйтусене хуравлассинче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Дарья Андреева ăс-тăн енчен чи çивĕччи пулнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе те вăл «Эрудит» конкурсăн çĕнтерÿçи ятне тивĕçлипе илнĕ.

Ачасем çавăн пекех Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕпе Елена Шариповапа пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки уçă калаçăва кĕнĕ.

Конкурсра çавăн пекех лауреат ятне Кульцав шкулĕнчи Эдуард Романов тата Мăн Явăш шкулĕнчи Мария Сильвестрова илнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика