ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Усăллă уроксем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020 13:48 Просмотров: 39

Санарпуçĕнчи вăтам шкулта агрокласра вĕренекенсен куçăмлă занятийĕсем пулнă.

10-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕсен Е.А.Деревянных, В.А.Андреев тата А.В.Обухова урокĕсенче пулнă. Вĕсем çак занятисем хăйсене математика, физика тата биологи предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытнă чухне питех те усăллă пулассине палăртнă. Агрокласра вĕсем, чăнах та, шкул программинчен тарăнрах пĕлÿ илеççĕ. Çавăнпа та çакнашкал мероприятисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

– Занятисем кăсăклă тата вĕрентÿллĕ, эпир унта чылай усăллă информаци кăна мар, университет шайĕнчи пĕлĕве илетпĕр. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, – пĕлтереççĕ аслă классенче вĕренекенсем.

Агрокласа çÿрекенсем ку проект хăйсен шкулĕнче малашне те ĕçлессе шанаççĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ