ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Усламçăсемпе тĕл пулнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020 13:53 Просмотров: 47

Потребительсен прависен хÿтĕлевĕн пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн районта «çавра сĕтел» майĕпе тĕлпулу иртнĕ.

Ăна Потребительсен прависен хÿтĕлевĕн тата çын ăнăçлăхĕн сферинчи федераллă службăн Канашри пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Молокова район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Ирина Молокова пухăннисене чăннипех те яваплă, рационаллă потребительсем пулмалли мелсене ăнлантарнă. Вĕсем: япалана кирлĕлĕхне кура туянасси, çутçанталăк ресурсĕсемпе типтерлĕ усă курасси, çÿп-çаппа каяш калăпăшне чакарасси тата вĕсене уйрăммăн пухасси тата ытти те. Çакă экономика, экологи тата социаллă тăкаксене чакарма, экономика конкурентлăхне ÿстерме май парать.

Тĕлпулура тавар туяннă тата тивĕçтерÿсем кÿнĕ чух потребительсен прависене хÿтĕлессине те сÿтсе явнă, çавăн пекех Ирина Молокова специалист районти предпринимательсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ