Коронавирус Шупашкара çитнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:54 Просмотров: 274

Виçĕмкун Шупашкарта коронавирус ернĕ çынна тупса палăртнă. Вăл чикĕ леш енчен çĕршывăн тĕп хулине, Мускава, унтан Шупашкара çитнĕ хыççăн больницăна кайнă.

Шел пулин те, сывлăха тĕрĕслеттернĕ хыççăн ют çĕршывран килнĕ çынна коронавирус инфекцийĕ ернине çирĕплетнĕ. Чирлĕскерне васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин инфекци уйрăмне хунă.

Каласа хăвармалла, çав вируса çаклатнă çынпа хутшăннисен сывлăхне те тĕрĕсленĕ. Телее, инфекцие тупса палăртман.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев, Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕçченĕсем çивĕч лару-тăрăва куçран вĕçертмеççĕ, республикăра пурăнакансене асăрхануллă пулмалли, тимлĕхе çухатмалла марри çинчен асилтереççĕ. Коронавирус енĕпе пĕрлехи «вĕри лини» йĕркеленĕ. Т.8-800-2000-112.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика