«Хаçат вуламасан пурнăçран юлнăн туйăнать»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2020, 13:54 Просмотров: 365

Кирек мĕнле парне те çынсене хаваслăх, çĕкленÿ кÿрет. Çакна хамăрăн туссене – «Çĕнтерÿ çулне» çырăнакансене хавхалантарас тесе ирттернĕ выляв та çирĕплетрĕ.

– Тĕпсакайĕнче çĕрулми суйлаттăм, пĕлĕшĕм, вылява ирттернĕ çĕре хутшăннăскер, парне тухни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Тĕлĕннипе чĕре тата савăнăçлăрах тапма тытăнчĕ, – пĕлтерчĕ Мачамăшра пурăнакан Фаина Петрова.

Унăн «Луч» хуçалăх (ертÿçи – Вячеслав Николаевич Ижелеев) тăратнă парне – сысна çури – тухнă.

– Сысна çури лексен тем пекехчĕ тесе ĕмĕтленсе пурăнтăм. Манăн вара ăна упрамалли тухрĕ, – хăпартланса калаçрĕ Вăрман Кипекри Светлана Данилова. Унăн вылявра Мускав облаçĕнчи хăватлă «Порт Коломна» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, хамăр ентеш – Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Владимир Яковлевич Алексеев тăратнă чи хаклă парне – холодильник тухнă.

Владимир Яковлевичăн Вăрнара паян килмеллеччĕ, ун парнисемшĕн районта ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе турнир иртмеллеччĕ. Хăйĕн парнисене вăл хаçат тусĕсене хăй кÿме палăртнăччĕ. Анчах та çĕршывра çĕнĕ коронавирус чирĕ тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч лару-тăру пирки массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. Çавăнпа та сăваплă ку миссие Владимир Алексеевăн аппăшĕ Антонина Яковлевна Филимонова пурнăçларĕ – юнкун «Лидер» лавккара телейлисене вылявпа тухнă парнесемпе чысларĕ.

– Уçă чунлă çынсем çĕр çинче ытларах пулни пуриншĕн те лайăх. Ырă çумне ырă хушăнса пырсан çĕр çинче те ырлăх пулĕ. Хаçатпа туслă пулни çав тери аван. Эпĕ шăллăм пекех сире çакăн пек парнесем тивĕçнĕшĕн чĕререн савăнатăп, Владимир Яковлевичран салам çитеретĕп, – терĕ Антонина Яковлевна.

Светлана Данилова «Çĕнтерÿ çулне» кашни çулах çырăнса илет. Телей çапла ĕнтĕ вăл – унăн маларахри вылявсенче те парнесем тухнă иккен. Вăл Уйкас Кипек ял поселенийĕнче инструкторта тимлет. Çав тери ырă чунлă, ăшпиллĕ хĕрарăм. Мăшăрĕпе, Вадимпа, хĕрне, Маринăна, ура çине тăратнă хыççăн хăйсен хÿттине икĕ тăлăха илнĕ. Ĕçчен çынсем çирĕп хуçалăх тытаççĕ.

– «Çĕнтерÿ çулĕ» питĕ килĕшет. Юнкунпа шăматкун ăна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тĕппипе вуласа тухатăп. Хаçат вуламасан пурнăçран юлнăн туйăнать. Паллах, парнесемпе хавхалантарни кăмăла çĕклет, çитес вылявсенче ыттисене те çакнашкал телей тухтăр. Анчах та хаçата парнешĕн кăна çырăнмалла мар ĕнтĕ. Ман шутпа, вăл районта пурăнакан, ĕçлекен кашни çыннăн килĕнчех пулмалла, – терĕ Светлана Геннадьевна.

Ăраскаллисен йышне Упнерте пурăнакан Светлана Ананьевна Васильева та лекнĕ. Вăл телевизор выляса илнĕ. Светлана Ананьевнăн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Хаçат вулаканĕсене хавхалантарма тăрăшнишĕн Владимир Алексеева, редакци ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Телейлĕ хĕрарăм почтальонка пирки те ырă сăмах калама манмарĕ. Людмила Моисеева ĕçре вăр-вар, яваплăха туйса тимлет, почтальонка ял халăхĕ район хаçачĕпе туслă пултăр тесе хастар тăрăшать.

– «Çĕнтерÿ çулне» çырăнма манман-и, – асилтернĕ почта ĕçченĕ Светлана Ананьевнăна. Вăл юратнă хаçата пĕр тăхтаса тăмасăр çырăннă. Канаш енчи Çĕнĕ Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Упнер каччипе çемье çавăрнăранпах Вăрнар район хаçатне алăран ямасть.

– «Çĕнтерÿ çулĕ» вулама питĕ юрататăп, юнкунпа шăматкун почта ещĕкне тĕрĕслесех тăратăп, район хаçатне килсе паман-ши тесе урама туха-туха пăхатăп, – хавхаланса калаçрĕ Светлана Васильева. – Манăн хĕрпе ывăл та, мăшăр та «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслă, пĕчĕк мăнук та район хаçачĕпе кăсăкланать. «Çĕнтерÿ çулĕ» самана чăнлăхне кăтартать. Районăн вĕçĕмсĕр кĕнеки кашни киле килсе тăтăр. Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс пама кирлĕ.

Светлана Васильева ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе пĕчĕкренех кĕнекепе, хаçат-журналпа туслашнă. Вулавăш еннелле куллен çул такăрлатнă. Медицина училищинчен вĕренсе тухсан 1984 çулта Вăрнар район тĕп больницин хирурги уйрăмĕнче медсестрара ĕçлеме пуçланă. Светлана Васильева професси тĕлĕшĕнчен питĕ ăста. Юратнă ĕçре 36 çул ырми-канми тăрăшать. Хастар хĕрарăмăн килти хушма хуçалăхĕ те çирĕп.

Хаçат тусĕн Владимир Яковлевич Алексеевăн, тепĕр пысăк парнине Волонтерти Ольга Семеновна Владимирова тивĕçрĕ. Кил-тĕрĕшĕнче усăллă япалана выляса илчĕ вăл – çĕнĕ пылесослă пулчĕ. Тĕрĕссипе, телейĕ питĕ тараватлă та ĕçчен, маттур хĕрарăма тухрĕ теес килет. Вăл почтальонра тимленине пĕлсен, парни район хаçатне вулакансем патне çитерсе савăнтаракана лекнĕшĕн пушшех хĕпĕртерĕмĕр.

Ольга Семеновна 10 çул ĕнтĕ Пăртас почта уйрăмĕнче ырми-канми тăрăшать. Унччен, ку тытăма киличчен, Вăрнарти пекарньăра та 22 çул тимленĕ. Халĕ вăл – Волонтер, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри, Пĕнер Айкăш тата Вăрман Шăхаль ялĕсенче пурăнакансем патне хаçат-журналпа çырусене, коммуналлă тÿлев хучĕсене, почтăн ытти тивĕçтерĕвĕсене çитерессишĕн яваплă.

– Пирĕн тăрăхра хаçат вулама юратаççĕ. Мĕнпур периодика изданийĕсенчен тăван «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çырăнса илекенсем чи нумаййисем. Чун апачĕ вырăннех вăл ял çыннисемшĕн.

Район хаçачĕпе эпĕ хам та 20 çул ытла ĕнтĕ туслă. Алла тытсан пĕр саспалли юлмиччен тĕплĕн шĕкĕлчесе тухатăп. Юратнă хаçат ирттернĕ вылявра хамăн ят тухасса ĕмĕтленмен те. Тепĕр тесен, ăна парнешĕн çырăнмастпăр вĕт. Выляв вăхăтĕнче Вăрнарта пулнă пĕлĕш парне çинчен шăнкăравласа хыпарласан малтанах пăтраштарать пулĕ терĕм, хаçатра хушаматпа ята асăрхасан кăна ĕнентĕм. Савăнтăм, паллах, çакăн пек кĕтмен пысăк призшăн. Тавах парне кÿрекене те, редакци ĕçченĕсене те», – хавхаланса калаçрĕ Ольга Владимирова.

Сатур çын пур ĕçре те хастар. Кунсерен, кирек мĕнле çанталăкра та тăватă ял çыннисене почта тивĕçтерĕвĕсене кÿме çăмăл мар пулин те, пысăк хушма хуçалăх тытма та вăй çитереççĕ Владимировсем. «Унчченхи çулсенче пилĕк ĕне таран та тытнă, кăçал кăна пĕрре хăвартăм. Чупнă пăрăвĕсемпе вăкăрсем те пĕтĕмпе пилĕк пуç», – терĕ Ольга Семеновна. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ачи-пăчи те – виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ, çичĕ мăнукĕ – маттур.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика