Кайран кулянмалла ан пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:18 Просмотров: 207

Чикĕсене палăртман çĕр лаптăкĕ çинче çурт çĕклеме юрать-и; Çакăн пек ыйтупа Росреестрăн Чăваш енри уп-равленине темиçе çын та тухнă.

Юрать, пĕлтереççĕ Управленирен. Саккун тĕлĕшĕнчен хирĕçлев çук. Анчах та ăнланмалла, хăш чухне çакă кĕтмен йывăрлăхсем кÿме пултарать. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартар.

Гражданин сад пĕрлешĕвĕнче еткерлĕхпе çĕр лаптăкне тивĕçнĕ. Маларах çĕр чиккисене палăртман, ун координатисене ЕГРНа кĕртмен. Çĕнĕ хуçа ку лаптăкра коттедж хăпартса лартнă. Вăл чикĕсем тĕлĕшпе хула строительстви ыйтакан мĕнпур требованисене пăхăнма тăрăшнă.

Стройка вĕçленсен вăл кадастр инженерне техплан хатĕрлеме чĕннĕ. Межевани вăхăтĕнче гражданин урам çĕрĕ çине кĕрсе кайни палăрнă.

Шел те, туса лартнă çурта хута ярассипе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен ирĕк илейместĕн. Унсăр пуçне, хула строительствин нормисене пăсса çĕкленĕ объектăн правине çирĕплетме судра та йывăр пулĕ. Çавăнпа та Росреестр управленийĕ кунашкал лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен çĕр чиккисене уйăрни лайăхрах пулнине ăнлантарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика