Çитменлĕхсене пĕтерме хушнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:19 Просмотров: 221

Чăваш Республикин прокуратури апат-çимĕç таварĕсен çаврăнăшне йĕркелекен саккунсен пурнăçлавне тишкерме хушнă.

Çавна май район прокуратури Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тата Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле тĕрĕслеве тухнă.

Тишкерĕве апат-çимĕç сутассипе тимлекен Калинино райповĕн ĕç-хĕлĕ лекнĕ. Кунта «Ÿсентăрансен карантинĕ çинчен» федераллă саккун нормисене пăхăнманнине палăртнă специалистсем.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче, акă, райпон лавккинче карантинта пулмалли продукцие, çав шутра панулмисене, мандаринсене, сутнă. Анчах вĕсене кÿрсе килни çинчен ĕç тăвакан влаçăн ÿсентăрансен карантин асăрхавĕн функцийĕсене пурнăçлакан федераллă органне (Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленине) пĕлтермен, продукцин карантинри фитосанитари тăрăмне йĕркелемен. Çавăн пекех çирĕплетнĕ йĕркепе патшалăх карантин тĕрĕслевне пурнăçличчен продукцин кирлĕ пек управне те тивĕçтермен.

Саккуна пăснă тĕслĕхпе Калинино райповĕ тĕлĕшпе пуçарнă административлă материалсене Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ пăхса тухать. Райпон, паллах, çитменлĕхсене те палăртнă вăхăтра пĕтермелле _ çакăн пирки прокуратура представлени çырнă.

И.ПЕТРОВ,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика