Çÿреме юраман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:19 Просмотров: 291

Вăрнар район прокуратури çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн саккунĕсем мĕнле пурнăçланнине те асăрхавра тытать.

Хальхинче врач-нарколог патĕнче учетра тăракан район çыннисем водитель прависемпе усă курнин саккунлăхне тĕрĕсленĕ.

Ку енĕпе те прокуратура çитменлĕхсем тупнă. Хамăр районти 47-ри хĕрарăмăн, сăмахран, транспортпа çÿреме право пулнă. Анчах ăна врач-нарколог шута илнĕ-мĕн, унăн чирне вара транспорт рулĕ умне ларма чаракан чирсен переченьне кĕртнĕ.

Вăрнар район прокуратури çавна май административлă тавăçпа суда тухнă: хĕрарăмăн саккунсăр водитель прависене пăрахăçлама ыйтнă. Вăрнар район сучĕ ку тавăçа туллин тивĕçтернĕ.

Йышăну саккунлă вăя кĕмен.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика