Унран вĕренеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:20 Просмотров: 274

Клара Илларионова ĕçе иртерех çитрĕ. Вăл Калининăри «Продукты» лавккара тимлет. Кунта яланах таса, тавар туянакансене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, пуринпе те вашават.

Коллективра виççĕн ĕçлеççĕ. Клара Илларионова кашнинпех пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Хăш чух, паллах, хытăрах та калама тивет, тепрехинче мухтаса та илет.

_ Шанса панă ĕçре кашнийĕн яваплăха туймалла, тухăçлă вăй хурсан шалăвĕ те ÿсет, _ терĕ Клара Васильевна.

Вăл 1981 çулта Калининăри сельпора сутуçăра тăрăшма тытăннă. Унăн ĕç стажĕ _ 38 çул ытла.

Райпора 20 çул профком председателĕнче вăй хучĕ. Клара Васильевнăна тăрăшса ĕçленĕшĕн 2012 çулта «Раççей профсоюзне 100 çул» юбилей медалĕпе чысланă. 2017 çулта «Раççей потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕрен Хисеп хучĕсем, грамотăсем нумай.

Юлашки çулсенче Калинино райповĕ цифра экономикине хастар аталантарма пуçларĕ. Ку енĕпе Клара Васильевна хăйĕн лавккинче чи малтан усă курма тытăнчĕ. Хальхи сутуçăн компьютерпа, тĕрлĕрен программăсемпе ĕçлеме пĕлмелле.

Хăй тăрăшнă вăхăтра нумай сутуçа ĕçе хăнăхтарчĕ. Професси ăсталăхне туптама пулăшрĕ. Паянхи куна Клара Васильевна райпо тытăмĕнче ытти сутуçăсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Маргарита СЕРГЕЕВА,

райпо канашĕн членĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика