Тупăш сахал-и – контракт çыр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:29 Просмотров: 240

Республикăра сахал тупăшлă граждансене кăçалтан социаллă контракт шучĕпе патшалăх пулăшăвне пама тытăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа Вăрнар районĕнче 34 социаллă контракт çирĕплетнĕ. 2020 çулта кунашкал документа пĕтĕмпе 126-а яхăн çырмалла.

Социаллă контрактсенчен пиллĕкĕшне ĕç шырасси тĕлĕшпе çирĕплетнĕ. Çавăн чухлех – професси вĕренĕвне е хушма професси пĕлĕвĕ илессипе. Çирĕплетнĕ контрактсенчен тата пиллĕкĕшне уйрăм предприниматель ĕç-хĕлне пурнăçласси тĕлĕшпе çырнă. 18 килĕшĕвĕ – граждансене пурнăçăн йывăр условийĕсенчен тухма пулăшакан мероприятисене пурнăçлама.

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, ĕç шырассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама алă пуснă социаллă контрактниксене ĕçлекен халăхăн пурăнмалли минимумĕ чухлĕ уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. 2020 çулта вăл 10134 тенкĕпе танлашать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика