Тивĕçе шанчăклă пурнăçлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:30 Просмотров: 247

Çĕршыври кашни çыннах пенсие е социаллă ытти тÿлевсене мĕнле майпа алла илмеллине суйлама пултарать. Чăваш енри пенсионерсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ пенси укçине çитерме почтăна суйласа илнĕ. Паян эпир ку ыйтупа Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕпе Геннадий Петрович НИКИТИНПА калаçатпăр.

– Информаци технологийĕсен тата укçасăр тÿлевĕн ĕмĕрĕнче пенсионерсем мĕншĕн-ха çаплипех почтăна кăмăллаççĕ?

– Ман шутпа, пенсие почта урлă çитерни – шанчăклă мел. Паян Раççей Почти социаллă тĕрлĕ функцисене пурнăçлать. Районта пурăнакансем пирĕн патра счетсене, штрафсене, налуксене тÿлеççĕ. Эпир хамăрăн тивĕçе чыслăн пурнăçлатпăр.

Пенсие почта урлă çитерни хăрушсăр тата меллĕ те. Ăна киле палланă почтальон, палăртнă кун, кирек мĕнле çанталăкра та çитерет, алăран тыттарать, çакăн çинчен калакан ятарлă документа парать. Унсăр пуçне, пенсионерсем тÿлев порученийĕнчи тата алла илнĕ укçан суммине танлаштарса тĕрĕслеме пултараççĕ.

Çавăн пекех почта ĕçченĕсем паян сахал утса çÿрекен пенсионерсемшĕн, хевтесĕр, ĕçлекен вăхăт çук çынсемшĕн те пулăшуçăсем вырăнĕнче. Вĕсем газшăн, шывшăн, электроэнергишĕн, ытти тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеве вырăнтах йышăнма пултараççĕ. Килти пулăшу лайăх вĕт.

Тепĕр кирлĕ пĕлтерĕш. Укçана банк картти çине куçарни, паллах, аван. Анчах та пенсионерсене, уйрăмах ялта пурăнакансене, банкоматсем çуккипе унтан укçана алла илме йывăртарах. Çакна шута илсе çыхăну уйрăмĕсенче укçана илме те, картта çине хума та майсем туса панă.

– Интервьюна хатĕрленнĕ май, эпир район çыннисенчен те вĕсене хумхантаракан ыйтусене ыйтрăмăр. Пĕрремĕш ыйту: пенси панă кун килте пулмасан кайран укçана епле илмелле-ши?

– Енчен те пенси панă кун килте пулаймасан, ăна уйăхăн 24-мĕш числиччен кирек хăш кун та илме пултаратăр. Çыхăну уйрăмне шăнкăравласа, калаçса татăлмалла çеç.

Енчен те пенсие хăвăр илейместĕр пулсан эсир кам çине те пулин шанăç хутне çырма пултаратăр, сирĕн укçа ниçта та çухалмĕ. Тепĕр уйăхра вара икĕ тÿлеве илĕр.

– Пропискăра пĕр адреспа тăратăп, пурăнма хĕр патĕнче – урăх адреспа. Ман пенсие ăçта çитерĕç?

– Саккун тăрăх страхлакан пенсие эсир хăвăрăн заявлени тăрăх регистраци вырăнĕнче те, пурăннă çĕрте те илме пултаратăр.

– Асатте аллине амантрĕ, çавăнпа та пенсие алă пусса илеймест. Шанăç хутне те çыраймасть. Пирĕн мĕн тумалла?

– Кунашкал лару-тăруран тухма ансат. Енчен те пенсионер сывлăхне кура алă пусаймасть пулсан, вăл ыйтнипе уншăн çывăх тăванĕ е урăх çын (сăмахран, кÿрши) пусаять. Унăн паспорт даннăйĕсене почтальон тивĕçтерÿ докуменчĕсене кĕртĕ.

– Асанне Шупашкарта больницăра сипленет. Кайран вăл хăйĕн пенсине мĕнле майпа илĕ: почтăна каймалла е почтальон киле çитерсе парать?  

– Сирĕн çыхăну уйрăмне шăнкăравламалла, ун пуçлăхне асаннĕр пирки пĕлтермелле, пенсие хăçан çитерме май пуррине е тепĕр уйăха куçармаллине пĕлтермелле. Унсăр пуçне, вăл стационарта сирĕн çине шанăç хучĕ çырма, ăна тĕп врач патĕнче çирĕплетме пултарать. Асаннĕр пенсине капла хăвăрăн илме май пулĕ.

– Кредит илмеллеччĕ те пенсие банка куçарттартăм. Халĕ çулла ялта пурăнатăп. Кунта банкомат çук, лавккара карттăпа йышăнмаççĕ. Райцентра укçа илессишĕн çеç çÿреме тăкаклă. Çуллахи вăхăтра пенсие илессине яла, хĕлле каллех хулана куçарма пулать-и?

– Юрать. Çакăн пирки Раççей Пенси фончĕн территорири органне заявлени çырмалла. Ăна хăвăр çырма та, заказлă çырупа ăсатма та пултаратăр. Заявлени бланкне почта уйрăмĕнче тÿлевсĕрех илме май пур.

Урăх çĕре е урăх района пурăнма куçсан та çĕнĕ адрес пирки управленире заявлени çырмалла.

– Çул çинче сирĕн сотрудникпе мĕн те пулин сиксе тухрĕ пулсан?

– Заявлени çырнă чухне эсир пенсие çитерессине уйрăм почтальона мар, Раççей Почтине шанатăр. Эппин, пĕтĕм яваплăхĕ предприяти çине тиенет. Раççей Почти кирек мĕнле пулсан та укçапа туллин тата вăхăтра тивĕçтерĕ. Сирĕн кулянма кирлĕ мар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика