Паттăрлăх асăмра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:30 Просмотров: 384

Иртнĕ шăматкун Кивçурт Енĕшре Совет Союзĕн Геройĕ С.И.Илларионов ячĕллĕ скверта ял халăхĕ митинга пухăнчĕ, районти «Офицерсен союзĕ» пĕрлешÿ членĕсем тата вырăнти казаксем çитрĕç.

Çак кун 80 çул каялла ку ялти старшина, Тимофей Алексеевич Алексеев танкист, шурă финсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн районта пĕрремĕш СССР-ăн чи пысăк наградине – Ленин орденне – тивĕçнĕ.

1943 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Ленинград хулине блокадăран хăтарнă чух вăл паттăрла пуçне хунă, вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă.

Митинга Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Петров уçрĕ. Тимофей Алексеев ячĕпе лартнă гранит плита умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Ялти музей ертÿçи Вячеслав Алексеев Герой пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Мария Григорьева тăван куккăшне, Тимофей Алексеева, манманшăн, чысланăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Районти «Офицерсен союзĕн» ертÿçи Николай Васильев çак ялта пурăнакан, «Звезда» колхозра ĕçленĕ хисеплĕ комбайнера, служба вăхăтĕнче Тăван çĕршыва Афганистан чиккинче танкистсен ретĕнче сыхланă Владимир Анатольевич Иванова «100 лет бронетанковым войскам» медале кăкăрĕ çине çакса ячĕ.

Тăван çĕршывшăн çапăçнă паттăр ентешсене пирĕн манмалла мар.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика