ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Ытларахăн илĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020 13:30 Просмотров: 132

Малашне патшалăх системин йĕркипе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме право пуррисен йышĕ ÿсет.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев «Чăваш Республикинчи тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен» саккуна хушăмсем кĕртекен саккуна алă пуснă.

– Халĕ пулăшăвăн ку тĕсĕпе пенси вăхăтне çитсе пыракан граждансем (страхлав пенсине илме 5 çул е сахалрах юлнисем) те усă курма пултараççĕ. Вĕсене организаци-предприяти ертÿçисем ĕç килĕшĕвĕ çырманнипе, РФ Ĕç кодексĕнчи гарантисене уяманнипе, ĕç укçине шыраса илессипе, мораль сиенне саплаштарассипе çыхăннă ыйтусемпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ.

Саккуна кĕртнĕ тепĕр ушкăн – нумай хваттерлĕ çуртсен строительствине пая кĕрсе хутшăннă май шар курнă çынсем. Унсăр пуçне, лицензие туртса илнĕ кредит организацийĕсен вкладчикĕсем те хăйсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес ыйтусемпе пулăшăва тивĕçме пултараççĕ», – ăнлантарать халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай.

Саккуна хушса çырнă хыççăн республикăри граждансен 44 категорийĕн квалификациллĕ юридици пулăшăвне тÿлевсĕр илме право пур.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ