Юрă-кĕвĕпе çунатлансан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:31 Просмотров: 546

Паян культура ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Районта ку тытăмра пĕтĕмпе 150 çын вăй хурать. Вĕсен халăхăн канăвне усăпа йĕркелес, пурнăçне хаваслăх кĕртес ĕçри тÿпи калама çук пысăк. Мĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелемеççĕ пулĕ вĕсем, мĕн тĕрлĕ вăйă-кулăпа савăнтармаççĕ пулĕ? Ăсталăхне, пултарулăхне концертсенче çеç мар, конкурс-фестивальсенче те час-часах куратпăр. Анчах та кураканăн ырă ятне тивĕçни – чи паха хаклав. Ку енĕпе районти пур коллектива та мухтамалла. Паянхи пирĕн сăмах вара чи хисеплĕ ăру – ветерансен халăх хорĕ пирки.

«Яш ĕмĕр вăл хăвăрт вĕçсе иртет. Сиссе-туйса та юлаймастăн пенси çулĕсем епле çывхарса çитнине. Хальлĕхе аякра-ха тесе шутлатăн, анчах ку вăхăт çитет те нумайăшĕ хăйне «ăçта хумаллине» пĕлмест, пĕчченлĕхе путать. Савăнма, канăва тĕрĕс йĕркелеме пĕлекен çын вара пурнăçа тăсма пултарать», – теççĕ халăх хорне çÿрекенсем.

Ветерансен ку коллективĕ йĕркеленнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çак çулсенче вăл чăннипех те халăхра ырă ят, пысăк хисеп çĕнсе илчĕ. Концертсенче, ытти мероприятисенче вĕсене куракансем мĕн тери хавхаланса, ăшпиллĕн йышăннине сăмахпа çырса кăтартаймăн. Анчах та нумайччен тăвăллăн алă çупни хорăн пултарулăхĕ виçесĕр пулнине яр уççăн çирĕплетет.

«Юрлас туйăм кашнин чĕринчех пур. Юрлани кăмăла çĕклет, кичем шухăшсене сирет», – тет халăх хорĕн хастарĕ Антонина Яковлевна Филимонова.

Юрă-кĕвве юратниех ĕнтĕ ăна коллектива хăвăрт «туртса кĕнĕ», паян хăйне вăл ĕмĕр сцена çинче пулнăн туять. Хора пĕрлешнĕ ытти çынсен те çакнашкал туйăмах. Вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă тесе калаймăн, яланах сцена çинче юрланă тейĕн – пурин те сассисем уçă, музыкăна аван туяççĕ-ăнланаççĕ. Тĕрлĕ халăх юррисене чĕрене пырса тивмелле шăрантараççĕ. Пĕр сăмахпа, коллектива питĕ пултаруллă та маттур, юрра-ташша халăхра анлăрах сарассишĕн çунакан çынсем чăмăртаннă. «Вăрнар ен» халăх хорне хальхи вăхăтра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Николаевич Шакртов ертсе пырать. Маларахри çулсенче коллектив Елена Матвеева, Анатолий Юдин ертÿçĕсемпе хавхаланса ĕçленĕ.

Кашни репетицире, вĕсем эрнере икĕ хутчен иртеççĕ, ветерансем ăсталăх шайне ÿстереççĕ. Çакăн «паха çимĕçĕ» те пур – халăх хорĕ тĕрлĕ фестиваль-конкурссенче дипломсемпе Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ.

Вĕсем районти культура çуртĕнчи юсава пула хăйсен çутă та илемлĕ пÿлĕмре репетицисем ирттерме май пулнишĕн савăнаççĕ.

– Ветерансен хорĕн коллективĕ хăйĕн пултарулăхĕпе район тулашне те ытларах тухасшăн, анчах тĕрлĕ сăлтава пула хальлĕхе сахалтарах тухса çÿретпĕр, – шухăшлăн пĕлтереççĕ культурăна чунтан парăннă ветерансем.

Çутă ĕмĕтсемпе çунатланнă артистсем – кураканпа тата та çывăхрах пуласси, вĕсене юрă-кĕвĕ урлă илемлĕх тĕнчи парнелесси...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика