Тухăçшăн тăрăшса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:15 Просмотров: 240

Сорт е гибрид. Хăшне суйласа илмелле; Кашни хăй татса парать. Гибридсем хăвăрт пулса çитнипе тата тухăçĕ пысăкрах пулнипе уйрăлса тăраççĕ.

Паллах, питĕ лайăх пăхсан. Анчах вĕсен вăррине хăварнин усси çук, «амăшĕ» пек пулаймаççĕ. Хамăр туса илме хăнăхнă сортсен тухăçĕ тепĕр чухне пысăках пулмасан та тути аван, лайăхах мар çĕр çинче те «кутăнлашмасăрах» ÿсеççĕ. Томат сорчĕсем, гибридсемпе танлаштарсан, самай тутлăрах.

Халĕ тĕрлĕ вăрлăх сахал мар. «Дражированные» текеннисене, пĕчĕкçĕ шăрçа евĕр курăнаканскерсене, хăйнеевĕр сийсемпе витнĕ. Унта минерал удобренийĕ те, ÿсме пулăшаканни те, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа чир пуçаракан кăмпа тĕввисенчен хÿтĕлекенни те пур. Чылай чухне питĕ вĕтĕ культура вăррисене çавнашкал «тум» тăхăнтартаççĕ: кишĕр, петрушка, редис, çĕр çырли, петуни, бегони... Кунашкал сийсемпе витнĕ вăрлăха нÿр ытларах кирлĕ, унсăрăн вăрлăх хÿтĕлев сийĕ витĕр шăтарса тухаймĕ.

Инкрустациленĕ вăрлăх ахальлинчен тĕсĕпе кăна уйрăлса тăрать. Шывпа ирĕлекен çÿхе виткĕчĕнче ÿсме пулăшакан тата чир-чирпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлекен сий пур. Вăрлăха инкрустацилени шăтаслăха ÿстерет, унсăр пуçне вĕсене акма та меллĕ: хура çĕр çинче лайăх курăнаççĕ. 

Инкрустациленĕ, драже евĕр тунă тата фунгицидсемпе сăрланă вăрлăха акас умĕн шÿтерме юрамасть, нÿрĕ тăпра çине типĕлле акмалла. Çавăн пекех вĕсене çулталăкран ытла упрамалла мар.

Калчана пахчари çĕрсĕр, лавккаран туяннипе – торфпа хăйăр хутăшĕпе – кăна çитĕнтерсен уçă çĕре е теплицăна куçарса лартнă хыççăн тымар тытăмĕ япăх аталанать. Çĕнĕ çĕре хăнăхма калча тымарне йывăр пулĕ.

Çарăк, йÿç кăшман, редис, хĕрлĕ кăшман вăррин шăтаслăхĕ 3–4 çула пырать.

Кишĕр, петрушка, сельдерей, пастернак вăрлăхĕсенче эфир çăвĕ нумай пулнăран 2 çултан ытла упрамаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика