Вăрмансене хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:15 Просмотров: 238

Вăрмансене кÿрекен сиене чакарасси, вĕсене хÿтĕлесе, çĕнетсе-анлăлатса пырасси – «Экологи» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Ун йĕркипе ятарласа «Вăрмансене упрасси» регион проекчĕ те пурнăçланать. Халĕ, акă, çуркунне çитнĕ май, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе хастар ĕçлеççĕ.

Вăрнар вăрман хуçалăхĕнче, пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тапхăра хатĕрленсе, минерализациленĕ тăрăхсене тума пуçланă. Чăваш ен Çутçанталăк министерствин информацийĕ тăрăх, хуçалăхра планпа килĕшÿллĕн вĕсене 25 км хатĕрлемелле тата 150 км пăхса тăмалла. Ку сухаланă тăрăхсем çулăма çĕр çийĕпе куçма чарĕç, вăрманти йывăç-курăк тивсе илесрен хÿтĕлĕç. Вĕсене хăрушлăхлă участоксенче пĕрмаях – сивĕ, çумăрлă-юрлă тапхăр çитиччен – асăрхаса тăма, кирлĕ пулсан çĕнетме палăртаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика