Вăхăтра сыхланни аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:16 Просмотров: 236

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Лео-нид Николаевпа йĕркеленĕ пĕр интервьюра поселокри Советски урамĕнчи çÿллĕ тирексем хăрушлăх кăларса тăратни пирки калаçу пуçарнăччĕ.

Вăрнар район сучĕ хăйĕн территорийĕнчи тирексене иртнĕ çул вĕçĕнче касса тирпейлерĕ. Вăрнар хула поселенийĕ те ку ĕçе ытлашши тăсса ямарĕ. «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем Советски тата К.Маркс урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти тата редакци çывăхĕнчи тирексен тăррисене касассипе тимлерĕç. Автовышкăсемпе, бензопăчкăсемпе ĕçлерĕç. Хула поселенийĕн администрацийĕн рабочийĕсем каснă туратсене вĕтетсе пычĕç, халĕ вĕсене тиесе тухассипе тăрăшаççĕ.

Ку йывăçсем электропередача линийĕсен хÿтĕлев зонинче вырнаçнă кăна мар, çиллĕ çанталăкра çынсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăрататчĕç. Инкексенчен вăхăтра сыхланни аван.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика