Вăрнарсем те пулăшас тĕллевлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:18 Просмотров: 240

Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» обществăлла юхăм Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче ирттерме палăртнă мероприятисене волонтерсене анлăн явăçтарĕ.

Ун çĕнелнĕ порталĕнче 50 пин ытла доброволец ырă ĕçсем тума хатĕррине пĕлтернĕ ĕнтĕ. Юхăм пĕтĕмпе пулăшу ĕçне 100 пин ытла волонтера явăçтарасшăн. Вĕсем ветерансене тимлĕхе илĕç, асăну вырăнĕсене тата çар çыннисен вилтăприйĕсене йĕркене кĕртес тата ытти ĕçсене хутшăнĕç.

– Аслă Çĕнтерÿ – никамăн та манма юраман пулăм. Паянхи кун ветерансен йышĕ те çав тери сахалланса юлчĕ. Ахăртнех, вĕсене чĕррĕн кураканнисем – эпир юлашки ăру. Çавăнпа та Паттăрсемшĕн, вĕсен ячĕсемпе хăюлăхне упраса хăварассишĕн пĕтĕм вăй-хала пама хатĕр, – пĕлтерет, акă, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Борис Ильдуганов.

Ку вĕренÿ учрежденийĕн волонтерĕсем патриотизмла, ыркăмăллăх акцийĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене те тимлĕхе илнĕ. Вăрнарти тăванлăх масарне çулсерен типтерлĕн пăхса тăраççĕ.

– Ырă ĕç туни кăмăла çĕклет. Кăçалхи паллă пулăмсен çулĕнче ку юхăма ĕçе тата ытларах хывас килет, – терĕç Игорь Львовпа Настя Парамонова.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ун ячĕпе кăçал кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай иртмелле. Кăмăл тăвакансем Çĕнтерÿ волонтерĕсен йышне кĕме пултараççĕ. Çакăн валли волонтеры-победы.рф сайтра регистрациленмелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика