ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Чи пултаруллисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020 11:19 Просмотров: 75

Раççей МЧС-ĕн Чăваш енри Тĕп управленийĕ «Никама та манман, нимĕн те манăçман» конкурса  пĕтĕмлетнĕ.

Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланăскер, пĕтĕм Раççейĕпе иртет. Унта ку ведомство ĕçченĕсемпе сотрудникĕсен ачисем хутшăнаççĕ. Республика тапхăрне мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕнчен 60 ытла ĕç тăратнă вĕсем.

Хăйсен ĕçĕсенче çĕршыв историйĕнче хурлăхлă йĕр хăварнă вăрçă саманчĕсене, Çĕнтерÿ хакне сăнланă, салтаксемпе тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне тивĕçлипе мухтанă. МЧС-ăн республикăри тĕп управленийĕн, ВДПО-н Чăваш енри уйрăмĕн представителĕсенчен тăракан жюри ÿкерчĕксемпе картинăсенче ачасем çĕршыва чунтан юратни, унăн тăнăçлăхне хÿтĕлекенсемпе мăнăçланни яр уççăн курăннине палăртнă. Кашни ĕçе пысăк хак панă вĕсем.

Апла пулин те конкурс условийĕсем тăрăх çĕнтерÿçĕсене суйлама тивнĕ. Палăртма кăмăллă, хамăр районти ачасем те чи пултаруллисен йышне кĕнĕ. 3–7 çултисен ушкăнĕнче, ак, «Ручеек» ача сачĕн воспитанници Мария Сидорова çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăн та вăрнарсенех – «Ромашка» ача садне çÿрекен Иван Терентьевăн ĕçĕ.  

Тепĕр номинацире, 8–14 çултисем хушшинче, жюри Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Дмитрий Аверкинăн ÿкерчĕкĕ вăрçăпа Аслă Çĕнтерÿ темине чи ăнăçлă та ăста çутатаканни тесе палăртнă. Ку шкултах пĕлÿ пухакан Анна Петрова та призерсен йышĕнче – вăл 15–18 çулти конкурсантсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсен ÿкерчĕкĕсем Пĕтĕм Раççейри финалта та мала тухасса шанатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ