ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Клубсене аталантарма – сумлă пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020 11:20 Просмотров: 72

Юнкун культура ĕçченĕсем профессилле уява паллă турĕç. Чăваш енре çак куна театрсенче, музейсенче, библиотекăсенче, литература анинче, ялти клубсемпе кану çурчĕсенче тата ытти вырăнта пурĕ 3393 çын вăй хураççĕ.

Уяв умĕн ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизакова «Хыпар» хаçата интервью панă. Вăл палăртнă тăрăх, паян культура отраслĕ пур енлĕ аталанса пырать, коллективсем хăйсен пултарулăх вăйне çирĕплетсе, репертуар политикине тытса пыраççĕ.

«Культура» наци проекчĕпе республикăна федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сисĕнмеллех нумай килме пуçланă. Ун йĕркипе кăçал ку проекта пурнăçа кĕртме 366 миллион тенкĕ уйăрĕç, çав шутра 216,1 миллионĕ – федераци бюджетĕнчен. Регионти «Культура хутлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн республикăра культурăпа канăвăн виçĕ учрежденийĕ çĕкленĕç. Вĕсем Шупашкар районĕнчи Мăналта, Вăрнар районĕнчи Пăртасра, Канаш районĕнчи Хучелте пулĕç. Унсăр пуçне пилĕк культура çуртне тĕпрен юсĕç.

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа культура отраслĕнче 31 мероприяти ирттермелле. Ака уйăхĕн 3–12-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне, тĕнчере коронавирус чирĕ алхаснине шута илсе, юпа уйăхне куçарма йышăннă. Ку енĕпе лару-тăру йĕркеленсен çу уйăхĕн 21–27-мĕшĕсенче Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хăнисене йышăнĕ. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускавра Чăваш культурин кунĕсем иртĕç. Хальхинче «Новая опера» театрта республикăн искусство ĕçченĕсен пысăк концерчĕ пулĕ, «Эрмитаж» садра курав йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех Пысăк театрăн пресс-центрĕнче Михаил Кондратьевпа Евгения Андрейко пирĕн ентеше халалласа хатĕрлесе кăларнă «Максим Михайлов» монографин презентацине ирттересшĕн. Унсăр пуçне программăра Чăваш енри тата Мускаври ĕçлĕ çынсен пĕрлехи «çавра сĕтелĕ», тĕлпулăвĕсем пур. Акатуй тĕп хулари йăхташсене çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Измайлово паркĕнче юрă-кĕвĕ, вăйă-кулă тата тĕрлĕ ăмăрту лапамне пуçтарĕ.

Роза Михайловна оптимизаципе çыхăннă ыйтăва та хуравланă.

– 2016 çултанпа паянхи кунччен культурăра ĕçлекенсен йышĕ 22,3 процент чакнă. Малашне те çаплах пулсан аркану пуçланĕ. Оптимизацие, ман шухăшпа, район ертÿçисемпе пĕрле ĕçлесе чарса лартмаллах. Паян ял-салари специалистсен 45–50 проценчĕ тулли мар ставкăпа вăй хурать. Куллен тăватă сехет е пурĕ те икĕ сехет кăна (0,25 ставка) ĕçлени культура учрежденийĕн шайне нихăçан та çÿле çĕклеме пултараймĕ, çавăнпа район пуçлăхĕсен çакăн пирки тĕплĕн шухăшламалла. Ял çыннисем культура пурнăçĕпе тачă çыхăну тытма тăрăшаççĕ, вырăнти артистсен концерчĕсемпе спектаклĕсене çÿреççĕ, хăйсем те хутшăнаççĕ, – тенĕ вăл.

Вăрнар районне «Культура» направленийĕпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 52 млн та 412,4 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Вăл шутра – «Вырăнти культура çурчĕ» проект йĕркипе клубсене модернизацилеме тата юсама – 3 млн та 327 пин тенкĕ, строительство тата тĕплĕ юсав ирттерме – 29 млн та 225,4 пин тенкĕ, пурлăхпа техника базине çирĕплетме – 19 млн та 860 пин тенкĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ